АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх фондне — 50 пине яхăн тенкĕ

18 апреля 2008 г.

 

Кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Унăн йĕркелÿ комитечĕн çум председателĕсем Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров тата РФ Патшалăх Думин ют çĕршывсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ К. И. Косачев пулса тăчĕç. Ку акцине нуша куракан, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă тата инвалид-ачасене пулăшу кÿрес тĕллевпе ирттереççĕ.

Трак енри ĕç коллективĕсем те унта хутшăнма, çак фонда май пур таран укçа-тенкĕ хывма çине тăраççĕ. Акă, район администрацийĕнче ĕçлекенсем ыр кăмăллăх фондне çак кунсенче хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине — 23940 тенкĕ куçарса пачĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем (вĕсем пурĕ 17478 тенкĕ хыврĕç), финанс (3800), социаллă хÿтлĕх (3200) пайĕсенче тата ЧР Финанс министерствин районти пайĕнче (1520 тенкĕ) ĕçлекенсем те марафон фондне малтисен йышĕнче укçа-тенкĕ куçарса пачĕç. Пĕтĕмпе вара хальлĕхе ку акцине хутшăнса районĕпе ыр кăмăллăх пухмачне 50 пине яхăн тенкĕ хывнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика