АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтусемпе

18 апреля 2008 г.

 

Черетлĕ информаци кунĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров ертсе пыракан ушкăн Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи чикĕллĕ яваплă “Волит” тата “Шатьма” пĕрлешÿсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ.

Вĕсене ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинчи вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи стратегийĕ çинчен” Указĕпе, Ю. Петров Трак енре çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Кунпа пĕрлех Юрий Данилович тĕл пулусем вăхăтĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров пай çĕрсене, куçман обăектсене регистрацилесси, ялсемпе урамсене, масарсене тирпей-илем кÿресси, пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурасси пирки каларĕ.

Тĕл пулусенче пуринче те çынсем сĕт хакĕ çав тери чакса кайнипе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕç. Кушкăра ку ыйтăва Галина Петрова ĕçчен, Йĕпрем комплексĕнче Т. Г. Петрова ертÿçĕ, “Шатьмара” Анаткасри Нина Егорова ĕçчен çивĕч çĕклерĕç.

Икĕ пĕрлешĕвĕнче те çурхи уй-хир ĕçĕсем сарăлса пыраççĕ. “Волитра” Николай Алексеевпа Герман Игнатьев агрегачĕсем тăваттăмĕш кун нÿрĕк тытаççĕ. Тепĕр икĕ Т-150К трактор культиваци тума, МТЗ маркăллисем тепĕр тăватă агрегат акма тухма хатĕр.

“Шатьма” пĕрлешÿре вара виççĕмĕш кун ака ĕçĕсем пыраççĕ. Геннадий Васильев механизатор агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Алексей Егоров сеяльщик та тăрăшуллă. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Валерий Осипов хастар, акнă лаптăксене Анатолий Егоров катокпа пусăрăнтарса пырать.

“Волитпа” “Шатьма” пĕрлешÿсен ертÿçисем пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене кăçалхи çур акинчех 50-шар гектар пусă çаврăнăшне кĕртме шантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика