18 апреля 2008 г.
Халăх шухăш-кăмăлне, унăн нуши-тертне, хуйхи-суйхине, хумхантаракан ыйтăвĕсене пĕлме халĕ тĕрлĕ мелсемпе усă кураççĕ. Вĕсенчен пĕри — “Тÿрĕ лини” йĕркелени. Çакă меллĕрех пулнине те палăртмалла, мĕншĕн тесен пирĕнтен кашниех телефонпа тÿрремĕнех ĕçлĕ вăл е ку çынпа çыхăнма пултарать. Район администрацийĕпе районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе халăх хушшинчи çыхăнăва татах та çирĕплетес тĕллевпе шăпах çак меле суйласа илчĕç те ĕнтĕ: район пуçлăхĕпе С. А. Николаевпа “Тÿрĕ лини” йĕркелеме калаçса килĕшрĕç. Граждансене пĕлсе тăма ку пĕлтерĕве район сайчĕ çине те, райхаçатăн 1-мĕш страницинче те вырнаçтарчĕç.
Апрелĕн 14-мĕшĕнче, тунти кун вара 10 сехет те 30 минутран тытăнса 12 сехетчен кашниех район пуçлăхĕпе 2-12-15 номерлĕ телефонпа çыхăнса сăмахлама, ун умĕнче харпăр хăйне хумхантаракан ыйтусене çĕклеме пултарчĕ.
“Тÿрĕ лини” çине çак кун шăнкăравлакансенчен çурри Именкасси ялĕнчен пулчĕ. Акă, кунти И. Б. Арсентьеван, Л. М. Иванован тата Н. В. Владимирован пĕрешкел ыйтăвах. Вĕсем И. Иванова уйрăм предприниматель халăхран пухакан сĕтшĕн укçа-тенкĕпе вăхăтра татăлма çине тăманшăн тарă-хаççĕ, “ял çыннинчен кулниех вĕт ку, пĕрре сĕчĕ питĕ йÿнĕ, тепре уншăн та укçине çийĕнчех илейместпĕр”, тесе пăшăр-ханаççĕ. Ку ялти П. Т. Иванова вара çĕр пайĕсене регистрацилессипе çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. “Пĕр кунра пĕр харăсах регистраци службине 60 çын илсе пырас пулсан, епле пулмалла-ха?” — интересленет Петр Трофимович.
Красноармейски ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Л. Н. Николаев район центрĕнче чиркÿ тăвас ыйтăва хускатрĕ. Станислав Андреевич каланă тăрăх, унăн проектпа смета документацине хатĕрлеттерме 2003 çулхи хаксемпе район бюджетĕнчен 115 пин тенкĕ уйăрнă. Çакăн хыççăн, шел те, ĕçсем чарăнса ларнă. Пуçаруçă, çав шутра чиркÿре ĕçлекенсем хушшинче те, кирлĕ ку чухне. Строительствăна кÿлĕнме инвесторсем шырамалла пĕрлехи вăйпа.
Тепĕр шăнкăрав та Красноармейскинченех пулчĕ. Г. И. Петрова юхăннă çурт-йĕрте пурăнакансене урăх çĕре куçармалли районти программа шăпипе интересленчĕ. Ямайкасси ялĕнче пурăнакан В. Д. Дмитриев ветеран вара районти радио передачисене итлесшĕн.
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев “Тÿрĕ лини” вăхăтĕнче шăнкăравлакансене тимлĕн итлерĕ, ыйтăвĕсене тулли хурав пачĕ.
Редакцирен. Сăмах май, районти радио шăпипе интересленекенсем кашни ялтах пур. Тавтапуç вĕсене çавăншăн. Вырăнти радио тусĕсене хальлĕхе татăклă сăмах каласа нимĕн те шантарма пултараймастпăр, кăмăлĕсене лăплантармашкăн “Советская Чувашия” хаçатăн кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнче пичетленнĕ “Молчит радио районного масштаба” статьяпа паллашма сĕнетпĕр.
Тата “2005—2010 çулсенче Красноармейски районĕнчи юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен граждансене куçарасси” районти программăна район депутачĕсен виççĕмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ XXVII ларăвĕнче 2005 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче сÿтсе явса йышăннă. Ун чухне юхăннă çурт-йĕр фончĕ 1,2 пин тăваткал метрпа е пĕтĕм фондăн 0,3 проценчĕпе танлашнă. 2004 çулхи хаксемпе ку программăна ĕçе кĕртме 15,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, ăна федераллă, республика тата район бюджечĕсенчен уйăрма пăхнă. Асăннă программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине çулленех пăхса тăраççĕ.