АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырать

18 апреля 2008 г.

 

“Досаево” ял хуçалăх артелĕнче те çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче, В. Налимов бригадир пĕлтернĕ тăрăх (сăмах май вăл 76 çулта, апла пулин те тăван хуçалăха май пур таран пулăшас тесе тăрăшать), уйра 8 агрегат. Вĕсенчен 6-шĕ, Константинов Сергейпа Белов Вячеслав, Николаев Виталийпе Прокопьев Сергей, Павлов Леонидпа Александров Владислав механизаторсем тытса пыраканнисем, çĕр хатĕрлеççĕ. Виçĕ сеялкăллă пĕр агрегат, ăна Анатолий Афанасьевпа Иван Крылов ветеран-механизаторсем ĕçлеттереççĕ, акать, “шуратса” тухнă лаптăксене Владислав Козлов тракторист катокпа пусăрăнтарса пырать.

— Ĕç вăйĕ çитмест. 40 тонна çĕр улми вăрлăхĕ кĕлете суйласа хутăмăр. Халĕ касатпăр. 12-ĕн тухнăччĕ паян… — тет Валерьян Ильич.

Акнă çĕре кайса куртăмăр. Грузчиксемпе сеяльщиксем — Станиславпа Валерий Ивановсем, Владислав Козловпа Дмитрий Николаев, Валерьян Яковлев — сеялка ещĕкĕсене васкаса тулă вăрлăхĕпе минераллă удобрени тултаратчĕç. Вĕсене çакăнта Владислав Ильинпа Юрий Антонов водительсем те май пур таран пулăшаççĕ. Анатолий Афанасьев механизатор вара ака нормине лартатчĕ. Ку уншăн темле вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, 45 çул акана хутшăнса, çак ĕçе пайтах тунă. Вăл сеялкăсем патĕнче тăрмашнă хушăра Анатолий Аркадьевичпа пĕр виç сăмах хушса илтĕмĕр. “Паянччен 100 гектара яхăн акрăмăр-ха, — кăмăллăн калаçать А. Афанасьев. — Сеяльщиксемпе грузчиксем маттур пирĕн кăçал…” Кĕç вăл, трактор кабинине кĕрсе вырнаçса, ака агрегачĕ вырăнтан хускаласси пирки пĕлтерсе, сигнал пачĕ те, агрегат тусан йăсăрлантарса, малалла шуса кайрĕ.

В. Налимов бригадир акаçăсен ĕçĕпе кăмăллă. Артель çур акире вăй хуракансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерет. Пĕрре çиме 5 тенкĕ çинчен-мĕн. Ферма енчен автобус анни курăнса кайрĕ.

— Акă, пирĕн кăнтăрлахи апат та çитрĕ, — терĕ сеяльщиксенчен пĕри. Акаçăсене автобус салонне апатланма чĕнчĕç. Мальвина Иванова повар ĕçченсене вĕри апатпа тивĕçтерме васкарĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика