АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профориентаци занятийĕнче

15 апреля 2008 г.

 

Вĕренекенсем хушшинче профориентаци ĕçне лайăхлатас, ку енĕпе илнĕ пĕлĕве çирĕплетес енĕпе кăçалхи апрелĕн 7—18-мĕшĕсенче районти мĕн пур шкулсенче “Эсĕ суйлакан професси” ятпа республикăри акци иртет.

Унăн тĕп тĕллевĕсем: вĕренекенсене пурнăçра хăй вырăнне тупма вĕрентесси; тăван Чăваш Енти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва пĕлтересси, “рольсене ылмаштарасси” принциппа профессильлĕ ориентацие аталантарасси.

Асăннă акцие ырă кăмăллă çынсене кĕртни професси тĕнчине пĕлме, шкулсенчи кашни вĕренекене профессиллĕ ĕç суйласа илме пулăшĕ, çавна май вăл нумай ачана малашне ĕç вырăнĕ тупнă çĕрте йăнăшсенчен хăтăлма май парĕ.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче пирĕн учрежденире, асăннă акципе килĕшÿллĕн, Мăн Шетмĕ, Пикшикпе Карай вăтам шкулĕсенчи 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе профориентаци занятийĕ иртрĕ.

Эпир вĕсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, малашлăхлă профессисемпе вĕренÿ заведенийĕсене кĕмелли правилăсемпе паллаштартăмăр, хальхи вăхăтра производствăра ĕçпе (рабочи) строительство специальноçĕсем кирлине палăртрăмăр.

Асăннă мероприятире 15 вĕренекен профориентаци çăмăллăхĕсем илчĕ. Заняти вĕçĕнче вĕренекенсене строительство специальноçĕсем пирки кинофильм кăтартрăмăр, ачасем çавăн пекех професси çинчен брошюрăсемпе буклетсем илчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика