15 апреля 2008 г.
Тарье аппа хăйĕн пурнăçĕнче хурипе шуррине чылаях курнă. Тĕрĕсрех каласан, унăн ĕмĕрĕнче лайăх самантсем япăххисенчен сахалрах пулнă. Пурнăç ун умне тĕрлĕрен пăтăрмахсем кăларса тăратрĕ, анчах Тарье аппа хăйĕн телейĕшĕн пĕтĕм вăйран кĕрешрĕ. Халĕ вăл 51 çулта ĕнтĕ. 51 çул хушши тамăкра пурăннă пек туйăнать ăна. Пĕрисем телейшĕн кĕрешмесĕрех ĕмĕр телейлĕ пурăнаççĕ. Вăл вара? Лайăх пурнăç тăвас тесе тем пек тăрăшсан та савăнса кураймарĕ. Телей текенни яланах Тарье аппаран тарса çÿрет тейĕн. Шăпи çапла-ши унăн? Вун саккăр тултарнă-тултарман Тарьене таçти çич ютран çураçма килчĕç. Пĕрре çеç курнă çынна качча тухма лекнĕ. Ашшĕпе амăшне хирĕçлеймерĕ вăл. Пуян çынна качча тухса телейлĕ пулĕ тесе шутларĕç-ши? Упăшки ырă çын пулмарĕ ун. Кашни кунах тенĕ пек лачкам ÿсĕр килсе харкашма тытăнатчĕ. Урнă йытă пек кăшкăрса чашăк-тирĕке, сĕтел-пукана асар-писер çавăрттарса туратчĕ. Тарьене хăйне те пысăк чышкă сахал мар лекнĕ.
Атте, эпĕ çуралсассăн
Хĕр çуралтăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?
Çак халăх юррине Тарьене хăйĕн çинчен юрланă пекех туйăнать. Ăна итлесен пĕрре те макăрмасăр чăтаймасть. Икĕ паттăр ывăл çуратрĕ вăл. Асли кăмăлĕпе хăйĕн пек, кĕçĕнни ашшĕ пек пулчĕç. Вĕсемшĕн çеç тăрăшрĕ Тарье аппа. Мĕншĕн тесен вĕсем çеç — унăн савăнăçĕ, пурнăç çути пулса тăчĕç. Анчах та Тарье аппа çĕр çине телей курма çуралман пуль. Аслă ывăлĕ салтакра сарăмсăр вилчĕ. Ывăлĕ çут тĕнчепе сывпуллашсан Тарьен чунĕ пушанса юлчĕ. Чĕрен пĕр пайне мăка çĕçĕпе касса илнĕн туйрĕ вăл хăйне. Тем пек татăлса йĕчĕ вăл. Çук, вилнĕ çынна вĕри куççульпе чĕртеймĕн. “Хуйхă пĕччен çÿремест”, — теççĕ ваттисем. Часах упăшки çĕре кĕрет. Чунĕнчи симĕс çĕлене çĕнтереймерĕ вăл. Çавна пулах месĕрле яла ăсанчĕ. Хуйхă çынна çамрăклатмасть, Тарье аппа 51 çулта 70 çулхи карчăк пек кукăрăлса ларчĕ. Кĕçех кĕçĕн ывăлĕ авланчĕ. Мăнукĕсемпе савăнса пурăнăп тесе шутларĕ Тарье. Çук, кунта та телей пулмарĕ. Кинĕ ялан тем харкашрĕ, тем килĕшмерĕ ăна. Ывăлне те хăй майлă çавăрса амăшне хирĕç тăратрĕ. Икĕ мăнукĕ çеç Тарье аппана хисеплеççĕ. Анчах кинĕ вĕсене асламăшĕ патне пыртармасть. Кинĕ çук чух çеç Тарье мăнукĕсемпе савăнать. Пĕрле вĕсем телейлĕ: выляççĕ, кулаççĕ. Канихватне те Тарье аппа юратнă шăпăрланĕсене кинĕнчен вăрттăн çитерет. Мăнукĕсем çеç ăна тачка пĕлĕт хыçĕнчен вăрттăн пăхакан сар хĕвел пайăрки пек ăшă парнелеççĕ.