15 апреля 2008 г.
Эрхип район центрĕнче пуринчен те маларах вăранать. Ирпе тăваттăрах унăн хваттерĕн чÿречисенче çутă вылять. Çывăрмасть Эрхип. Эрех-сăрана та çăвара хыпмасть. Ĕçлеме ÿркенмест вара... Хĕрарăмшăн та ал-урана вылятма хатĕр.
Халь ирпе-ирех çуп-çап тăкмалли ещĕксем патне утать вăл. Алăра яланхиллех хура витре. Ĕнер мăшăрĕ Хĕветут хăти патĕнче шÿрпе çинĕ те... Сысна шÿрпи... Тата ятлăх, пĕр яшкалăх ашне те парса янăччĕ... Аш яшки, аш яшкиех ĕнтĕ... Шăммисене пăрахмаллах... Çÿп-çап ещĕкĕ çывăхĕнче арçынна виçĕ-тăватă йытă сырса илчĕç. Нăш! Нăш! тăваççĕ сăмсисемпе. Хам! Хам! тăваççĕ.
— Кусем хама та хам! хам! ан туччăрах тата... — хăйĕн çулне пÿлнĕ хура йытă çине шикленсе пăхрĕ арçын. — Çиччас!
Хура витрене ÿпĕнтерчĕ те Эрхип каялла çаврăнчĕ. Ак тамаша... йытă ун хыççăнах пырать.
— Хваттерте тепĕр аш татки пурччĕ-ха... Арăм кăшласа яманни... Çитсенех... Çитсенех... — тути хĕррисене чĕтретрĕ арçын. — Ан тĕкĕнех...
Эрхип пурăнакан çуртăн подăезчĕ патнех çитрĕç иккĕшĕ. Эрхип малта, йытти хыçалта. Аш шăршипе йĕрлерĕ иккен ăна йытă. Алăкран вăшт! кăна кĕрсе çухалчĕ Эрхип.
— Тинех тыткăнран вĕçерĕнтĕм. Фу! — çамки çине тапса тухнă вĕтĕ тар пĕрчисене шăлса илчĕ арçын. — Фу! Вăл подăездран иккĕмĕш хута хăпарчĕ çеç... Алăк умĕнче кушаксем... Пĕри те тепри çурăк сассисемпе ăмăртмаллах мяуклатаççĕ. Алăка тĕксе кăштах уçма ĕлкĕрчĕ кăна Эрхип. Пĕр шурă кушакĕ хваттерелле чăмрĕ.
— Хэ, каллех шăмă кирлĕ-и сана? — кĕçĕтмен ĕнсине кăтăрт! кăтăрт! хыçрĕ арçын. — Хэ!