АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавăн пек вăхăт та пулнă...

15 апреля 2008 г.

 

Чăпта... Пит кирлĕ пулнă-ши вăл пурнăçра? Çырма пуçĕнче чăпта çапакансен ятарлă артелĕ пурччĕ. Унта чăпта çапма курăс турттарса паратчĕç, чăпта çапсан, чăптине те турттарса илетчĕç. Эп аннесем çапнă чăптана мĕн чухлĕ леçмен чуль лашапа артеле!. Çавăнпа та чăпта мĕнле тарпа çапăннине лайăх пĕлетĕп, анчах та аннесем çапнă чăпта вăл вăхăтра ăçта тата мĕн тума кирлĕ пулнине халĕ те пĕлместĕп. Турă каçартăр! Чăпта халь мана пурнăçра пĕрре анчахрах, тепре тахçантарах пулнă пек те туйăнать.

Вăхăт çук вăхăтра яланах çăпата кантри салтăнать, теççĕ. Пирĕн апайсемпе акайсен хĕлĕпе чăпта умĕнче тăпăртатнăран-ши нихăçан та салтăнман вăл.

Карайра ултă-çичĕ килте чăпта çапатчĕç. Пĕри — пирĕн патраччĕ. Чăпта çапаканни асли шутланнă. Вăл ман апайччĕ — Вера Потаповна. Курăс чĕрекенни — Анна Романова, йĕп туртаканни Зинаида Афанасьева пулнă.

Бригадир ĕçе хушсан, чăпта çапма пăрахсах бригадăри ĕçе каятчĕç, унтан килсен, каллех чăпта умне тăратчĕç.

Ман апай пĕвĕпе çÿллĕ те марччĕ. Ăна тăванĕсем те “Пĕчĕк акай” тесе чĕнетчĕç. Çак “пĕчĕк акайăн” имшер хулĕсенче чăпта хăнтлаттарса çапмалăх вăй пурринчен тем чул та тĕлĕннĕ эпĕ. Тепĕр чух вăл хăй вырăнне акая, Валентина Димитриевăна, тăрататчĕ. Вăл конюхра ĕçлетчĕ те, ун вырăнне уроксем хыççăн лашасем пăхма эп каяттăм.

Апай та, акай та “За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.” медальсене тивĕçнĕ...

Ун чухне те эп чăпта леçме кайма лаша кÿлсе килтĕм. Лаша купарчи çÿллĕш чăпта тиесе артеле кайрăмăр. Апая чăпта укçи пачĕç. Вăл мана лавккара пĕр хутаç кĕрен питлĕ премĕк тыттарчĕ, киле килсен, курăс чĕрекенпе йĕп туртакана уйрăмшарăн “ĕç укçи” валеçрĕ.

Халь вĕсем пĕри те çук ĕнтĕ. Тăприсем çăмăл пулччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика