15 апреля 2008 г.
Кăна эпĕ темиçе çул сăнанипе калатăп. Ку — пурнăçри чăнлăх. Ун шухăшĕ — хăвăртрах пуйса юласси. Вăл çĕр пуянлăхне ĕмсе анчах юп курать. Акă, пирĕн “Дружба” хуçалăх çĕрĕсем çинче кам кăна услам тумасть. Хальлĕхе вĕсем тăваттăн. Шел, пĕри те пирĕн уя пĕр кĕреçе тислĕк те килсе тăпрана мĕн илнине тавăрса памарĕ-ха.
Темиçе çул каялла эпĕ “Хыпар” хаçатра “Арендатор — сурăх кĕтĕвне пырса ернĕ кашкăр” ятлă статья пичетлесе кăларнăччĕ. Хальлĕхе ун пирки шăнкăрав пулманччĕ-ха. Тÿрĕ сăмах куçа тирет, тени тĕрĕсех иккен.
Чиркÿллĕ Именкасси хутлăхĕн уй çĕрĕсене тустаракансене вулакан пĕлес тейĕ. Акă вĕсем: “Таябинка”, В. Васильева ХФХ, В. Леонтьев… тăваттăмĕшĕ камне пĕлеймерĕм. Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче Киремет пуссинче 20 гектара яхăн лаптăка темле культура акрĕç те, пучахĕсем те тухса пĕтеймерĕç, вырса та илеймерĕç.
“Таябинка” та, “Таябинка” тесе кĕрлеççĕ райхаçатра. Мĕнле хуçалăх-ши вăл? Кирлĕ-и ăна тăван тавралăх сывлăхĕ? Çук, кирлĕ мар. Ăна паян усă курса пуйса юлас тĕллев çеç кăсăклантарать. Вăл малтанах “Шанс” витисене арендăна илнĕ-мĕн. Илтĕр.
Ара, сана мĕн ĕç, тейĕ вулакан. Пур çав манăн ĕç, пур. Епле тискерле варалаççĕ вĕсем тăван тавралăха? Пĕлтĕртенпе юхать ку фермăран тислĕк шывĕ. Хĕл кунĕсенче вăл автоçул урлă каçса Мăн Шетмĕ улăхне çитрĕ. Халĕ унта тислĕк шывĕн кÿлли пулса кайрĕ те юхан шыва юхать. Эх, мăнтарăн Мăн Шетмĕ шывĕ. Кам кăна вараламасть ăна. Райцентрта миçе организаци каяшĕсене пĕр тасатмасăр унта юхтараççĕ. Суятăн, улăхра шăрш-маршлă шыва тасатакан станци пур, ун хуçи коммунхоз директорĕ В. Л. Петров тейĕç. Çук кунта хуçа. Тытса тăма панă укçана мĕнле тăкакланипе те кăсăкланакан çук пулас.
Таса мар шыв иртнĕ çу пирĕн ял тĕлне юхса çитрĕ. Ачасем шыва кĕрсе кĕçĕленсе-шатраланса кайрĕç. Вăлтапа тытнă пулă çиме çук шăршлăччĕ. Ман пата киле темиçе çын та килчĕ, телефонпа шăкăравлакансем те пулчĕç. “Эпĕ тасамарлăха тасатакан станци начальникĕ мар, Владислав Лаврентьевич патне шăнкăравлăр е ăна курса калаçăр”, — тесе хуравлама тиврĕ.
Кăçал та çак ÿкерчĕкех пулĕ-ши? Районта экологипе ĕçлекен штатлă организацири çынсем мĕншĕн ĕç укçи илсе патшалăха тăкак тăваççĕ-ши? Район халăхне райхаçат урлă пĕлтерсен аванччĕ.