15 апреля 2008 г.
Çанталăк ăшăтса, уй-хир хуралса пынă май, малашлăх шухăшлаттарать пире. Тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарнă ĕне-сурăха епле çу каçарăпăр? Çак ыйту хресчене кăна мар, ял тăрăхĕпе район пуçлăхĕнчен пуçласа çĕр-шыв ертÿçи таранах шухăшлаттармалла. Мĕншĕн тесен çĕр-шывра туса илекен аш-какайпа сĕт-çăвăн тĕп пайне хресчен хăйĕн хушма хуçалăхĕнче туса илет. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех çулталăк вĕçленнĕ май, пуçлăхсем отчетлă пухура “Кăçал халăхран çавăн чухлĕ сĕт пуçтартăмăр”, тесе мăнаçланса хыпарлаççĕ. Çав вăхăтрах туяннă сĕтĕн хакĕ пирки калаçма чĕлхе çаврăнмасть вĕсен.
Çанталăк ăшăтнă май, выльăх-чĕрлĕхе ирĕке кăларма вăхăт çитсен кашни ялăн хăйĕн хуйхи-суйхи тупăнать. Малалла калас сăмахăм Малти Трак çыннисен нушисем пирки пулĕ.
Ял район центрĕпе юнашар вырнаçнă тата ăна хĕскĕчпе хĕссе лартнă тейĕн. Çынсен выльăх кĕтĕвне нимле çулпа та уя хăваласа тухма май çук. Иртнĕ çул кĕтÿре мăйракаллă шултра выльăхсем — 70, виçĕм çул ку хисеп 110 пуçпа танлашнăччĕ, сурăхсем 250 пуçа яхăн пулнă. Çакăн чухлĕ выльăха ирĕке хăваласа тухма самай сарлака çул кирлĕ. Малтитраксен вара вăл пĕрре кăна — Пĕрремĕш май ячĕллĕ урам. Пĕр 20—25 çул каярах кĕтÿ, урам вĕçне тухса, Шетмĕ юхан шывĕ хĕррипе çеремлĕ лаптăка çăмăллăнах çитетчĕ. Юлашки çулсенче ял пуçĕнчи, Шетмĕ хĕрринчи çÿллĕ те чăнкă çыран пысăк хăвăртлăхпа ишĕлсе пынипе çул пачах хупăнчĕ. Кунта выльăх кĕтĕвĕпе мар, çурран иртме те хăрушă. Шырланăн çÿллĕшĕ — сахалтан та 25 метр. Юнашарах пĕр 10 метрта кирпĕч çурт ларать. Тепĕр вунă çултан ăна мĕнле шăпа кĕтет-ши? Икĕ çул каялла кăна, чăнкă çырантан ÿксе, çамрăк арçын пурнăçран уйрăлчĕ. Маларахри çулсенче урапаллă трактор çаврăнса ÿкнĕччĕ çак тĕпсĕр шырлана. Çу каçиччен ку тĕпсĕр шăтăк миçе сурăх-путек пуçне çимест-ши? Инкек шырланĕ пулса тăрать вăл ял çыннисемшĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ 10 çул каялла Малти Трак халăхĕ пĕрле пухăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ патне, çак инкекрен хăтарма пулăшу ыйтса, петици çырчĕ. Ун айне 70 (çитмĕл) çын алă пуснăччĕ. Анчах ял халăхĕ район пуçлăхĕн ĕçлĕ калаçăвĕпе пулăшăвне кĕтсе илеймерĕ. Çав çырăва вăл Красноармейски ял администрацине çитерет, халăх ыйтăвне татса пама хушнă пулас. Ун чухне ял администрацийĕн пуçлăхĕнче В. Дмитриев тимлетчĕ. Вăл вара Малти Трак халăхне район хаçачĕ урлă “Эсир ыйтнă ĕçе, тĕрлĕ сăлтавсене пула, пурнăçлама май çук”, тесе ячĕшĕн хурав пачĕ те ĕçĕ те пĕтрĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ял халăхне ишĕлекен çырана лартса хăварчĕ. Малти Трак çыннисем ял администрацине мар, район пуçлăхĕ патне çырупа тухнă. Мĕншĕн эпир халăх ыйтăвĕ çине питех те çиелтен пăхатпăр, хакламастпăр? Район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор та пур. Мăн Шетмĕ шывĕ çинчи инкек пирки çак сектор ертÿçин республикăри çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен министрăн хăлхисем çурăлса каймалла чан çапмалла. Вăл пур, çăвара шыв сыпнă та, Çавалпа Шетмĕ юхан шывĕсем пăртан мĕнле тасалнине администраци çурчĕн виççĕмĕш хутĕнчен питех те лăпкăн пăхса ларать.
Тĕрĕссипе каласан, ял администрацийĕ пурнăçламалли ĕç те мар ку. Çырана ишĕлесрен сыхламалли проекта хатĕрлеме кăна проект тăвакан институтсем, паянхи укçапа шутласан, миллион тенкĕрен кая мар ыйтаççĕ. Ĕçне пурнăçлама тата миçе миллион кирлĕ-ши?
Çăва тухнă май, çак шырлан патне пымалли çула икĕ енчен те, тĕплĕ карта тытса, пÿлсе лартмалла. Ун çывăхне выльăхсене кăна мар, çынсене те пыма чармалла.
Ял халăхĕн ĕне сурăх кĕтĕвĕ çу каçипех Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчи лапамра, ĕлĕк çаран пулнă лаптăкра тăранса пурăнать. Хальлĕхе ешĕл курăк çителĕклех кунта. Акă, иртнĕ çул улăхри курăка ĕне-сурăх çисе тасатаймарĕ. Апла пулсан ял халăхĕн выльăххисем тутах çу каçнă. Анчах та инкекĕ тупăнсах пырать çав. Выльăх-чĕрлĕхе апат кăна мар, шыв та кирлĕ. Шетмĕ шывĕ юнашарах юхса выртать-çке, теме пултарĕ вулакан. Çапла. Шел пулин те, Шетмĕ шывне выльăх ĕçесшĕнех мар. Шăршлă вăл. Фекали (этем каяшĕн) шăрши перет унран. Газ уçлакан станцине ĕçе кĕртнĕ май, 1985 çулта Трак улăхне канализаци шывне тасатмалли станци туса лартрĕç. Ун пирки хирĕçлемелли нимĕн те çук, питех те кирлĕ сооружени вăл. Малтанхи çулсенче ку станци йĕркеллех ĕçлесе пыратчĕ. Шетмĕне таса шывах юхтарса кăларатчĕ. Çулсем иртнĕ май, хăйĕн чыс-сумне çухатрĕ ку сооружени. Вунă çул ытла ĕнтĕ вăл хăйĕн ĕçне кирлĕ пек пурнăçламасть. Çавна пула Шетмĕ йăлмакапа тулса ларчĕ. Каçсерен ку юхан шыва çĕпре пек шыв тухса каять. Унта тытнă пулла çиме май çук, шăршлă вăл. Таса мар шыв Шетмĕне кăна мар, Çавала та варалать. Хусакассипе Крентейкасси, Йÿçкассипе Именкасси çыннисем те çак станци ĕçĕпе кăмăлсăр. “Çуллахи вăхăтра Çавалта шыва кĕрсен ÿт-пÿ çине шатра тапса тухать”, теççĕ вĕсем. Çавал пулли те Шетмĕрен аяларахри, çиме юрăхсăр иккен. Акă, ăçта çитрĕмĕр эпир?! Выльăх ĕçмен шывра ăçтан таса пулă хунатăр.
Малти Трак çыннисемшĕн тепĕр инкек-сысна ĕрчетекен “Таябинка” пĕрлешÿ. Ĕçлетĕрех вăл. Анчах та ĕçне технологине çирĕп пăхăнса пурнăçлатăр. Комплекса ĕçе кĕртнĕ чухне кунтан тухакан каяшпа шĕвексене ятарлă чексене уçласа тултарма палăртнă. Малтанхи çулсенче çавăн пек ĕçленĕ те комплекс. Халĕ вара çав технологине пăрахăçа кăларнă. Комплексран тухакан пĕтĕм шĕвĕ каяш Трак улăхне юхса анать. Çавна пула çаранăн виççĕмĕш пайĕ лачакана куçрĕ. Çак пысăк лаптăка çурран та, выльăх-чĕрлĕхпе те пырса кĕме май çук. Маларахри çулсенче экологи çине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Мĕншĕн ытла та хăвăрт çухалчĕ унăн пĕлтерĕшĕ? Шетмĕри фекалиллĕ, “Таябинкăран” юхса анакан сысна каяшĕллĕ шыва ĕçнипе çынсен ĕнисемпе сурăххисем час-часах чирлеççĕ.
Кам пулăшĕ пире, Трак çыннисене, ишĕлсе пыракан Мăн Шетмĕ çыранне йĕркене кĕртме тата канализаци шывне тасатакан станципе “Таябинка” пĕрлешÿ ĕçне экологи тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шая лартма?