АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ыйтăвĕсене тишкерчĕç

15 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ А. Дмитриев хутшăннипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе, çавăн пекех район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсемпе, секторĕсен заведующийĕсемпе йĕркеленĕ семинар-канашлура муниципаллă йĕркелÿсен район территорийĕнчи ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли мероприятисем ирттерес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене пăхса тух-рĕç. Александр Иванович, çĕр пайĕсене регистрацилени республикăра та, çав шутра пирĕн районта та йывăртараххăн пынине палăртнă май, семинар-канашлăвăн тĕп тĕллевĕ ку тĕлĕшпе тухса тăракан мĕн пур ыйтусене пĕрле канашласа татса пама майсем тупма пулăшу кÿресси иккенне каларĕ, çак ĕç пĕлтерĕшне халăх хушшинче ăнлантарса парасси вырăнти пуçлăхсен ку чухнехи задачи пулса тăнине пĕлтерчĕ.

Çак енĕпе Трак енре хальхи вăхăтра ĕçсем мĕнле пынипе пухăннисене район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. Николаев паллаштарчĕ. Вадим Валерьянович каланă тăрăх, пĕлтĕр районта усă курман çĕрсем 1972 гектар шутланнă. Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне “Дружба”, “Новая сила”, “Прогресс” хуçалăхсенче 2507,04 гектар çинчи 77 çĕр участокĕнче территори çĕр йĕркелÿ ĕçĕсем пурнăçланă, çав шутра 1418,92 гектар çинчи ыйтакан 27 çĕр участокне кадастр шутне кĕртнĕ. Халĕ вара “Гигант”, “Нива”, “Красное Сормово”, “Красноармейский”, “Мир” тата “Досаево” хуçалăхсенчи пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕнчен йĕркеленĕ çĕр участокĕсене, çавăн пекех “Дружба”, “Новая сила”, “Прогресс” хуçалăхсенчи ыйтман тата вилнĕ çынсен çĕр пайĕсене кадастр шутне кĕртесси пырать (пурĕ 8308,54 гектар çинчи 182 çĕр участокĕ).

Семинар-канашлура çĕрпе çыхăннă ĕçсене саккунпа килĕшÿллĕн ирттермелли йĕрке пирки кунпа пĕрлех Раççей Куçман пурлăхĕн Чăваш Енри Управленийĕн районсем хушшинчи 5-мĕш номерлĕ пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Г. Н. Никифорова, “Çĕр кадастрĕн палати” федераллă патшалăх учрежденийĕн ЧР Красноармейски районĕнчи филиалĕн ертÿçи — пай пуçлăхĕ Н. И. Иванова, “Красноармейское” техника инвентаризацийĕн бюровĕ” МУП начальникĕ З. Г. Тарасова, тулли мар яваплă “Землемер” пĕрлешĕвĕн инженер-çĕр йĕркелÿçи М. Л. Алексеев тата федераллă регистраци службин ЧР Управленийĕн Çĕрпÿри пайĕн патшалăх регистраторĕ Г. И. Артемьева чарăнса тăчĕç.

Семинар-канашлу итогĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене протокол хушăвĕсем пачĕç.

Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ыйтупа ял тăрăхĕсенчи тата район шайĕнчи яваплă çынсен ответлăха туйса ĕçлемеллине тепĕр хут уйрăммăн палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика