АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимур командисен ĕçĕсем

15 апреля 2008 г.

 

Эпир Алманчри вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренетпĕр. Пурĕ 14 ача. Класра туслă пурăнатпăр, шкулти тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнатпăр, спортра та маттур. 9 ача вĕренÿре малта пырать. Виталий Долгов , Таня Игнатьева, Ксения Петрова — вĕренÿ отличникĕсем. Пирĕн класри ачасем 3 ялтан шкула çÿреççĕ. Эпир кашни ялтах Тимур команди йĕркелерĕмĕр. Пĕччен пурăнакан ватăсене хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче пулăшатпăр: хĕлле юр уçатпăр, шыв кÿрсе паратпăр, тепĕр чух лавккаран апат-çимĕç те туянма шанаççĕ ватăсем. Чи хастар та ĕçчен тимуровецсем Сергей Васильев, Светлана Васильева, Петрова Ксения, Эдуард Егоров, Анна Николаева тата ыттисем.

Алманч ялĕнчи Тимур команди пуринчен те лайăх ĕçлет. Ĕç ветеранĕ Серафима Захарова ÿксе йывăр суранланнă. Хăй пĕчченех пурăнать. Ватă çынна пулăшма эпир черетпе çÿрерĕмĕр. Хăйне манманшăн тата ăшшăн калаçнăшăн Серафима Захаровна пире куллен тав тăвать. Халĕ вăл тухса çÿрекен пулчĕ. Ватăн сывлăхĕ лайăхланнишĕн эпир те хĕпĕртет-пĕр, малашне те ялти ватăсемпе тимлĕ пулма, яланах пулăшса тăма шутлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика