АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсем хăйсен сайчĕсемпе ĕçлессине çĕнетеççĕ

15 апреля 2008 г.

 

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе АИС САО программа комплексĕпе усă курас тата ял тăрăхĕсен сайчĕсемпе ĕçлессине çĕнетсе лайăхлатас ыйтусемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Район администрацийĕн информатизаци секторĕн заведующийĕ В. Никифоров вĕсен умĕнче АИС САО программа комплексĕн даннăйĕсен базине çĕнетес, тултарса пырас, упрас тата ял тăрăхĕсенче информаципе коммуникаци оборудованийĕсемпе усă курас çĕрти проблемăсене татса парас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Ку секторăн ертсе пыракан специалисчĕ А. Капрова ял тăрăхĕсен сайчĕсен кăçалхи I кварталти рейтингĕпе паллаштарнă, апрелĕн 20-мĕшĕччен пĕтермелли çитменлĕхсене кăтартса хăварнă. Çак ыйтусемпех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторăн ертсе пыракан специалисчĕ Ю. Герасимов тата йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн начальникĕ В. Иванов хăйсен сĕнĕвĕсене панă.

Юлашкинчен информатизаци секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ И. Ананьева ял тăрăхĕсенчи сайтсемшĕн яваплă специалистсемпе вĕренÿ йĕркеленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика