АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕш тырăсен тухăçне ÿстересси — тĕп тĕллев

15 апреля 2008 г.

 

(Çур аки умĕнхи семинар-канашлуран)

Апрелĕн 11-мĕшĕнче “Нива” хуçалăхра çур аки умĕнхи семинар-канашлу пулчĕ. Унăн ĕçне хуçалăхсен ертÿçисемпе вĕсенчи агрономсем, инженерсемпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Малтанах вĕсем Кĕçĕн Шетмĕ мехпаркĕнчи мастерскойри вĕрентÿ тата ĕç сыхлавĕн пÿлĕмĕпе, унтан кунти механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă техникăна çур акине мĕнле хатĕрленипе паллашрĕç.

Семинар-канашлун теори пайĕ Кĕçĕн Шетмĕ кану центрĕнче малалла тăсăлчĕ. Пухăннисен умĕнче “Агро-инновации” предприяти директорĕ Н. И. Васильев энергие перекетлемелли технологи çинче чарăнса тăчĕ. Унпа усă курса ĕçленĕ Вăрнар районĕнчи “Санар” пĕрлешÿпе “Труд” (Пăрачкав), “Ленинская искра” (Етĕрне) хуçалăхсем темиçе çул хушшинче тĕш тырăсен гектарти тухăçне 2—3 хут ÿстерме пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. “Август” фирма представителĕ В. В. Сидоров хăйсем ÿсен-тăрансене тĕрлĕ чир-чĕрсенчен хÿтĕлекен мĕнле перапаратсемпе тата вĕсене сапмалли оборудованисемпе тивĕçтерме пултарни çинчен каларĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. В. Васильев районăн 2008 çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе, техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен В. П. Чаховский районта техникăна çур акине хатĕрлес, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ Ю. В. Агатьев тракторсемпе прицепсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç мĕнле пынипе, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ В. А. Егоров ĕç сыхлавĕн правилисемпе, “Нива” хуçалăхра кăçалхи çур акине хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлемелли тата пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли условисемпе кунти Т. В. Павлова тĕп экономист паллаштарчĕç, хресченшĕн питех те яваплă тапхăра тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе хăш-пĕр сĕнÿсем пачĕç. Виталий Петрович пĕлтернĕ тăрăх, техникăна хатĕрлесси уксахланипе тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем тивĕçменнипе “Мичуринецпа” “Волитра”, “Рассветпа” “Новая силăра”, “Прогреспа” “Востокра” тата “Пинерте” çур акинче йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. "Нивăпа” “Красное Сормовора” агрегатсене йĕркелештермелли площадкăсем пур, ыттисенче вара çук. Вăл вара питех те кирлĕ. Унсăрăн тырă тĕрлĕ тарăнăшне варăнса юлма пултарать. Çакнашкал уйрăмлăх калча шăтаслăхĕпе тыр-пул пиçеслĕхне пырса çапать. Пĕри маларах шăтса тухать, тепри — каярах, çапла вара çуртрисем каюллăрах пулаççĕ.

Районта çур аки ĕçĕсем пуçланнă. Апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне вара “Красное Сормовопа” “Гигант”, “Караевопа” “Нива” хуçалăхсен механизаторĕсем çеç ĕç сыхлавĕпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене вĕренсе аттестаци витĕр тухнă.

“Красноармейскинчи сельхозхими” пĕрлешÿ ертÿçи В.Г.Григорьев техника тĕлĕшĕнчен нушаланакан хуçалăхсене икĕ ДТ-75, тепĕр Т-150К маркăллă трактор уйăрса пама тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ.

Семинар-канашлун тĕп тĕллев-шухăшĕ тĕш тырăсен тухăçне ÿстерсе пырса хальхи рынок условийĕсенче тытăнса-вăй илсе юлас пирки пулчĕ. Паян ĕлĕкхи, сухапуç ĕмĕрĕнчи пек гектартан 7—8 центнер тыр-пул пухса илнипе ниçта та каяймăн, сана таптаса-путарса çеç хурĕç. Çавăнпа та паян тĕш тырă тухăçне мĕн пур майсемпе (кунта тĕш тырă вăрлăхĕсене имçамласа кăна акасси (мĕншĕн тесен фитоэкспертиза вĕсен ытларах пайĕ тĕрлĕ чир-чĕрсемпе сиенленнине кăтартрĕ), пысăк тухăç паракан сортлă элита вăрлăхсемпе усă курасси, çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнса ĕçлесси, калчасене лайăх пăхса çитĕнтересси, тыр-пула тăкаксемсĕр пухса илесси кĕрет) усă курса ÿстермелли çинчен калаçу пычĕ. Çавăн чух çеç çитĕнÿ тума пулать. Çак шухăш район пуçлăхĕн С.Николаевăн, "Россельхозцентр" ФГУн Чăваш Республикинчи филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕн Э. А. Николаеван тата ыттисен сăмахĕсенче те яр уççăн сисĕнчĕ. Станислав Андреевич çур аки вăхăтĕнче дисциплина çирĕп пулмалли пирки те тепĕр хут асилтерчĕ, пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пымалли çинче те чарăнса тăчĕ. ЧР Президенчĕн 80-мĕш №-лĕ Указне пурнăçласси тата граждансен пай çĕрĕсене регистрацилесси çинчен Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсенче çĕрсемпе усă курнине тата сыхланине тĕрĕслекен тĕп патшалăх инспекторĕн çумĕ Г. Н. Никифорова тухса калаçрĕ.

Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика