АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчсем акаççĕ

11 апреля 2008 г.

 

Апрелĕн 9-мĕшĕнче, кăнтăрла иртсен эпир кунта райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю.Петровпа пулнă чух, ялăн çурçĕр пуçĕнчи уйра тăватă “Беларуç” трактор хĕрсех культиваци тăватчĕ. Вĕсене Петр Петровпа Сергей Андреев, Владислав Васильевпа Петр Филиппов механизаторсем тытса пыраççĕ-мĕн. Вĕсенчен сулахаярах икĕ сеялкăллă ака агрегачĕ шăватчĕ.

— Ирех пуçланă паян. Кăнтăрлахи апат тĕлне вунă гектар ытларах акрăм пулас, — терĕ “Гигант” хуçалăхри пултаруллă та ĕçчен механизаторсенчен пĕри, Владимир Николаев. Владимир Мокеевпа Александр Васильев сеяльщиксем сеялка ещĕкĕсене минераллă удобрени тата тулă тултарнă вăхăтра сăмахласа илтĕмĕр эпир унпа. Ĕçченсен кăмăлĕ лайăх. Хĕвеланăç енчен вĕрекен вичкĕн çилĕ çĕре хăвăрт типĕтет. Çавăнпа та хатĕрленĕ ку лаптăка хăвăртрах “шуратса” хăварассишĕн тимлеççĕ алманчсем. Вăрлăха имçамланă. Яков Афанасьев водитель вăрлăхпа тата минераллă удобренипе тивĕçтерсе тăрать. Ăна çакăнта икĕ Алина — Николаевапа Герасимова, Людмила Михайловапа Альбина Васильева, Галина Григорьевапа Валентина Герасимова грузчиксем пулăшса пыраççĕ. Çур акине хутшăнакансене пурне те медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Акара сăмах вакласа тăма вăхăт çук, лайăх тасатса имçамланă вăрлăха хăвăртрах кăпăшка çĕр çине варăнтарса хăвармалла. Çакна аван ăнланать В. Николаев механизатор. Кĕç ака агрегачĕ вырăнтан хускалчĕ те малалла пĕр тикĕссĕн шутарчĕ, ун хыççăн тусан йăсăрланса кăна пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика