АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисене пĕччен ÿстерекен ашшĕсем нумайланнă

10 июня 2021 г.

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче 18 çултан çамрăкрах ачаллă 161 пин хуçалăх шутланнă. Çемьесен 63 проценчĕ пĕрер ачаллă пулнă, икĕ пепке ÿстерекеннисем — 31 процент, виçĕ е нумайрах ачаллисем – 6 процент.

2002 çулта Раççейре иртнĕ халăх çыравĕ çĕршывра 41 миллион хуçалăхра икĕ е ытларах çын пурăннине кăтартнă. 2010 çулхи çыравра — 40,5 миллион, 428 пин сахалрах. 18 çултан çамрăкрах ачаллисен шучĕ палăрмаллах чакнă: 21,2 миллионран 17,9 миллион кăна юлнă.

Çĕршыври нумай хуçалăхра пĕрер ача ÿстереççĕ. 2002 çултанпа çакăн йышшисен шучĕ кăштах ÿснĕ /2002 çулта — 65,24 процент, 2010 çулта – 65,5 процент/. Икĕ ачаллисен шучĕ вара чакнă /2002 çулта — 28,17 процент, 2010 çулта – 27,53/. Çав вăхăтрах виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем нумайланнă: 6,59 процентран 6,99-а çитнĕ. «2007 çулта «Ача амăшĕн капиталĕ» патшалăх программи ĕçлеме пуçланă. Унпа килĕшÿллĕн çемьесене иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн укçа тÿлеççĕ. Икĕ е ытларах ача çуратса ÿстерме шутланă мăшăрсем чылайăшĕ çак пулăшупа усă курнă. Çав вăхăтрах çĕршывра халăх пурнăçĕ те лайăхланса пынă. Паллах, çаксем пурте нумай ачаллă çемьесен шутне ÿстернĕ», — палăртать Г.В. Плеханов ячĕллĕ университетăн ăслăлăх лабораторийĕн заведующийĕ Елена Егорова.

Пĕччен пурăнакан ачаллă хĕрарăмăн е арçыннăн хуçалăхĕсене уйрăм ушкăнсем çине пайланă. Кунта та интереслĕ улшăнусем пур. Ачана пĕччен ÿстерекен амăшĕсем, 2010 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 11,72 процент шутланнă. 2002 çулта вара 12,78 процент пулнă /пĕр ачаллисем – 13,77 тата 14,90 процент, икĕ ачаллисем – 8,21 тата 9,12, виçĕ тата ытларах ачаллисем — 6,36 тата 7,48 процент/. Амăшĕпе ачи кăна пурăнакан кил хуçалăхĕсем сахаллансах пыраççĕ.

Арçынсене илес пулсан вара пачах урăхла ÿкерчĕк тухса тăрать: пĕччен ача ÿстерекен ашшĕсем 2020 çулта — 1,18 процент, 2010 çулта 1,27 процент пулнă. Пĕр ача ÿстерекен ашшĕсем 1,47 процентран 1,57 процента, икĕ ачаллисем 0,67 процентран 0,72 процента çитнĕ. Виçĕ е ытларах ачана пĕччен ÿстерекен ашшĕсен шучĕ вара чакнă: 2002 çулта — 0,57 процент, 2010 çулта — 0,52. Паллах, тулли мар çемьере ачана çитĕнме çăмăл мар. Анчах çакна та палăртмалла, ашшĕсен яваплăхĕ ÿсет, общество вĕсене ачана воспитани пама тăтăшрах шанма пуçланă.

«Çитес 2021 çулхи çыравран мĕн кĕтмелле-ха? Кил хуçалăхĕсен шучĕ 2010 çултинчен сахалрах пуласси халех палăрать. Мĕншĕн тесен 90-мĕш çулсенчи ăру çыннисем сахалрах. Вĕсем пурнăç çине те урăхларах пăхаççĕ. Çак ÿсĕмрисемшĕн вĕренесси, карьера тăвасси, хваттер тата автомашина туянасси, тĕнче тăрăх курса çÿресси малти вырăнта тăрать. Çемье çавăрса ача çуратассине каяраха хăвараççĕ», — палăртать Елена Егорова.

Çитес çыравра кил хуçалăхĕсен тата çемьесен шучĕ, йышĕпе тытăмĕ çинчен пĕлни социаллă пурнăçпа экономикăра тивĕçлĕ йышăнусем тума май парĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачасене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине палăртас тĕлĕшпе те усăллă пулĕ.

 

Ирина СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика