10 июня 2021 г.
Еншик Чуллăри вулавăшра ачасем валли «Пурăн, çăлкуç» экологи сехечĕ иртнĕ.
Вулавăш ĕçченĕ Людмила Фомина вĕсене ку тăрăхри çăл куçсем çинчен каласа кăтартнă. Çăл куç шывĕ тĕлĕнтермĕш, теççĕ. Вăл сивĕ, таса, сиплĕ. Ачасем «Пурăн, çăл куç!» видеофильм пăхнă. Вĕсем валли «Шыв вăл – пурнăç» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.