АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре тупнă тулли ăраскал

10 июня 2021 г.

Юратнă ĕçре тупнă тулли ăраскал

Вăхăт пĕр шелсĕр малалла талпăнать. Ир каçа ылмаштарать, çу кунĕсем — кĕркуннене.

«Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Госстрах тытăмне ĕçлеме килни 40 çул çитрĕ, — тет сăпайлăн страховани менеджерĕ Светлана Иванова-Филиппова. — Манăн ĕç кĕнекинче пĕр паллă кăна. 40 çул нумай-и вăл е сахал — çакна хам та сиссе юлаймарăм. Менеджер, страхагент ĕçĕ, ытти професси пекех, çăмăл мар, анчах ăна клиентсемпе, коллективпа пĕр пулса çăмăллăнах татса пама тăрăшнă. Ĕçе юратакансем, хушнине вăхăтра пурнăçлакансем, пурнăç таппипе тан пыма тăрăшакансем, çынпа хутшăнма, пĕр чĕлхе тупма пĕлекенсем, мал ĕмĕтлисем кăна пирĕн патăрта тытăнса тăма пултараççĕ».

Ялан кăмăллă калаçать çак илемлĕ сăнлă, çепĕç те ăшă кăмăллă хĕрарăм. Райхаçатра тăрăшнă çулсенче мана унпа пĕрре çеç мар тĕл пулма тивнĕ. Эпир пĕрле район хыпарçинче Госстрахăн районти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сахал мар материал пичетлесе кăларнă.

Паян унăн ĕç вырăнĕнче сăмах çăмхине сÿтетпĕр. Çак хĕрарăмра пурнăç вĕресе тăрать, хастарлăх, пултарулăхпа вашаватлăх палăрать. Чăваш хĕрарăмĕн мĕн пур ырă енĕ пур унра.

— Кун-çулăма пĕрре те хурламастăп. Манăн пурнăçра ырă чунлă, хастар кăмăллă çынсем ытларах пулчĕç. Чи малтан атте-аннене тав сăмахĕ калама тивĕç, — тет Светлана Сергеевна. — Эпĕ 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри финанс техникумне вĕренме кĕтĕм. Шкулта вĕреннĕ чухнех мана шут ĕçченĕн профессийĕ кăмăла каятчĕ, математика, ытти предмета кăмăлласа вĕренеттĕм. Алла диплом илнĕ хыççăн республикăн Финанс министерствине çул тытрăм. Мана направленипе Красноармейски районне кайма сĕнчĕç. Пĕр пытармасăр калатăп, ун чухне Чăваш Енре асăннă район пуррине пĕлмен те эпĕ.

1981 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Канашран иккĕмĕш сыпăкри аппапа çула тухрăмăр. Çĕрпÿре анса юлтăмăр, Михайловка станцине çитрĕмĕр. Малалла çул Красноармейскине выртать. Вăл тапхăрта Çĕрпÿрен Трак салине çитме çăмăл марччĕ, çулĕ питĕ япăхчĕ, автобуссем çÿремесчĕç, Мăн Шетмĕ юханшывĕ урлă та йывăç кĕпер çеçчĕ. Çур кун тăтăмăр пулас, алă çĕклесен те нимĕнле машина чармасть. Чăтăмлăх пĕтсе çитрĕ, каялла Канаша çул тытрăмăр. Унта çитсен аслă пичче Юра çапла калать: «Мĕн пур район центрĕ Шупашкарпа çыхăннă. Ыранах республикăн тĕп хулине вĕçтерĕр. Унтан палăртнă вырăна çитетĕр». Çапла турăмăр та. Çĕртмен 1-мĕшĕнче эпĕ Красноармейскине çитрĕм.

Ун чухне районти Госстрах инспекцийĕ Ленин урамĕнче йывăç çуртра вырнаçнăччĕ /унта паян шăпах нумай хваттерлĕ виçĕ хутлă çурт çĕкленет-авт./. Мана уйрăм ертÿçи Гурий Ильин питех те ăшшăн йышăнчĕ, коллективпа, пулас ĕçпе паллаштарчĕ. Çапла эпĕ Госстрах инспекцийĕн ĕçченĕ пулса тăтăм.

Иккĕмĕш — хваттер ыйтăвĕ. Ку енĕпе те мана ăнчĕ. Гурий Ильич Красноармейскинчи Фекла Тихонова патне кайма сĕнчĕ. Фекла Тихоновнăна ку тăрăхра пурте аван пĕлнĕ: вăл пĕр вăхăт районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра тăрăшнă, каярах вара «Красноармейский» совхозăн агрономĕнче, бригадирĕнче ĕçленĕ. Питех те ĕçчен, сăпайлă хĕрарăмччĕ. Çур аки вăхăтĕнче е ытти яваплă тапхăрта ир-ирех ĕçе тухса каятчĕ. Хам ĕне суса кĕтĕве яни те сахал мар пулнă. Çавăншăн манран Фекла Тихоновна хваттер укçи те илмен. Пĕр ÿстермесĕр каласан, анне вырăнĕнчех пулнă вăл маншăн.

39 çул каялла çемье чăмăртанă. Вăл 20-ре хăйĕнчен пĕр çул аслă Янкас йĕкĕтне Вячеслава качча тухнă, çапла вара Иванова хушамат Филипповăпа улшăннă. Туслă çемье хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Хĕрĕ, Анжелика, икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер, Санкт-Петербургра турагентра вăй хурать. Ывăлĕ, Игорь, техникум пĕтернĕ хыççăн тулли мар яваплă «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра ĕçлет.

Пилĕк çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Ĕçленĕ хушăрах И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

— Вăхăт урапи çавăн чухлĕ кăлтăртатса иртнине чăнласах та туйса ĕлкĕреймерĕм, — сăмахне малалла тăсать Светлана Сергеевна. — Кăçал, авă, страховани тытăмĕнчи чи пысăк, пирĕн çĕршыври страховани рынокĕнче чăн-чăн лидер пулса тăнă «Росгосстрах» компани 100 çул тултарать. Эпĕ хам та 60 çулпа пыратăп. «Росгосстрахăн» страховани килĕшĕвĕсем тăрăх илнĕ обязательствăсене пурнăçлама унăн капиталĕ те, резервĕ те, финанс тĕлĕшĕнчен çирĕплĕхĕ те пур. Паян пирĕн тытăмра 100 пин ытла çын вăй хурать. Пысăк йыш вĕт. Çак ушкăнра эпир те пур. Пĕр-пĕрне яланах пулăшу пама тăрăшатпăр. Унсăрăн пирĕн тытăмра вăй хума çăмăл мар. Ÿркенмесен, паянхи ĕçе ырана хăвармасан, хăв пурнăçламалли ĕçе такам çине шанмасан йывăрлăхсене сирме пулатех. Астăватăп: анчахрах ĕçе вырнаçсан эпир страхованин 10-12 енĕпе ĕçлеттĕмĕр. Паян вара… шучĕ те çук. Кашни кун çĕнĕлĕх илсе килет. Вĕсемпе, страховани енĕпе кăларнă çĕнĕ литературăпа паллашмасан кун-çул уттинчен те тăрса юлма пулать. Тата халĕ страхлас енĕпе ĕçлекен пĕрлĕхсем çумăр хыççăнхи кăмпасем евĕрех ÿссе кайрĕç... Эпĕ хам Чатукасси, Пикшик, Карай, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенчи страхагентсемпе ĕçлетĕп. Клиент пулмасан пирĕн ĕç малалла каймасть, чарăнса ларать.

Светлана Сергеевна агентсем страхлав ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçланччăр тесе нумай тăрăшнине ку тытăмра ĕçленĕ, халĕ райхаçатра вăй хуракан Мария Романова та çирĕплетрĕ: «С. Филиппова нихăçан та сас хăпартса кÿрентернине астумастăп. Çын хуйхине пĕлсен чунне пама хатĕр. Пире вăл тунтикунсерен иртекен канашлусенче манăн «бриллиантсем», «ылтăнăмсем» тесе чĕнетчĕ. Хăйĕн страхагенчĕсене чун-чĕререн юратнă çын çеç çакăн пек калама пултарать, тимлĕ те тăрăшуллă пулнăран хисеплет. Ĕçлекенсемпе çулсерен похода, Шупашкара спектакльсемпе концертсем курма илсе каятчĕç. Паян çак сăмахсене çирĕппĕн калама пултаратăп: «Ĕçне кăмăлпа тăвакан Светлана Сергеевнăн мал ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессине иккĕленместĕп. Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăраскалне тупма пултарнă».

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Светлана Сергеевна «Росгосстрах» компани ушкăнĕсен президенчĕ Данил Хачатуров алă пуснă Хисеп хучĕсене илме тивĕç пулнă. Ытти наградăпа Дипломсен шучĕ те çук. Вĕсем Чăваш Енрен иккĕн Галина Петровăпа /Алманч/ «Росгосстрах» 85 çул тултарнă ятпа Кремльте йĕркеленĕ пысăк уява хутшăннă.

Ырă йăласене те аякка хăвармасть Канаш районĕн хĕрĕ. Канма та пĕлет. Çулсерен тĕрлĕ çĕршывсене, хуласене çитсе килме тăрăшать. Черногорире, Албанире, Хорватире, Сочире пулнă вăл. Халĕ, кăшăл вирусĕ алхаснă тапхăрта, вăхăтлăха çул çÿревсене хăварма тивнĕ.

Тăван килĕнче те яланах йĕркепе тирпей хуçаланать Филипповсен. Картишĕ куçа йăмăхтаракан чечексем ăшне путнă. Йышлă кайăк-кĕшĕк тытаççĕ.

 

Юрий Борисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика