АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕ районсенче

03 июня 2021 г.

. Çĕрпÿ. «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель — 2020» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Шупашкарта чысланă. Çĕрпÿ районĕнчи Надежда Афанасьева «ЧР тава тивĕçлĕ предприниматель» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. «2020 çулхи чи лайăх социаллă проект» номинацире Çĕрпÿ райповĕн «Общепит» пĕрлĕхĕ çĕнтернĕ. «ЗИТ» пĕрлĕх икĕ номинацире — «2020 çулхи чи лайăх вăтам предприяти» тата «2020 çулхи чи лайăх социаллă проект» — палăрнă.

. Канаш. Кăшнаруйĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче тăрăшакан ЧР тава тивĕçлĕ артистки Светлана Дмитриева 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Пултаруллă артисткăна ĕçтешĕсем, юлташĕсем, пултарулăхне хисеплекенсем саламланă. Шупашкарти театрта йĕркеленĕ савăнăçлă каçра «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» спектакль кăтартнă. Унта Светлана Дмитриева тĕп роле – амăшне — вылянă.

. Вăрнар. Малтикас Ялтăрари сĕт-çу комплексĕнче 440 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма хута янă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма республика ертÿлĕхĕ, тĕрлĕ шайри депутатсем хутшăннă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ Юрий Попов çакна палăртнă: «Сĕт-çу фермин строительстви иртнĕ çул ака уйăхĕнче пуçланнă. Унăн хакĕ 105 млн тенкĕ. Пирĕн тĕллев: 2022 çул тĕлне сăвакан ĕнесен хисепне 5 пин пуçа çитересси».

. Элĕк. «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель-2020» конкурсăн «Ял хуçалăх таварĕсене чи лайăх туса илекен» номинацире Иван Игнатьев ертсе пыракан «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ çĕнтернĕ. «Новый путь» хуçалăхăн Какаç ялĕ çумĕнчи уйра нумай çул ÿсекен курăкран сенаж хатĕрлеме пуçланă. Чăвашсурăмсем кăçал 1134 тонна утă, 6937 тонна сенаж, 5087 тонна силос хатĕрлеме палăртнă.

. Муркаш. Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалласа районти Андриян Николаев космонавт летчикĕ ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче «Вулавăшсем: истори, аталану тата хальхи вăхăт» темăпа «çавра сĕтел» иртнĕ. Вулавăш ĕçченĕсене професси уявĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Угасловпа Александр Федотов саламланă.

. Шупашкар. Кÿкеç поселокĕнчи «Олимпийский» стадионта районти «Тăван Ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетсен 54-мĕш эстафети иртнĕ. Ăна ку хутĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă. Уява спорт прессин фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕн — Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри 83-мĕш эстафетăлла чупăвĕн шучĕпе йĕркеленĕ.

 

Хыпарсене Сергей Самсонов пухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика