03 июня 2021 г.
Районта тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене Раççей хулисене экскурсие илсе çÿресси йăлана кĕнĕ. Ваттисен канăвне вырăнти пенсионерсен союзĕ йĕркелет.
Кăçал та пенсионерсем çула тухрĕç. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче 30 ытла çынран тăракан ушкăн Чулхула облаçĕнчи Городец хулине çитсе килчĕ.
Городец — илемлĕ хула, курмалли, тĕлĕнмелли нумай кунта. Хула Атăлпа Ока шывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă. Çак хулара 18-19-мĕш ĕмĕрсенче купсасем пурăннă. Ку тапхăрта хула хăвăрт аталаннă, крепоç пулса тăнă.
Городец хули пысăках мар пулин те 7 музей пур. Ватă çынсем çаксенчен пĕринче — Сăмавар музейĕнче пулса курчĕç. Николай Поляков меценат йĕркеленипе уçăлнă вăл. Кунта 400-е яхăн экспонат пур. Тĕрлĕ вăхăтри сăмаварсемпе пурте кăмăлтан паллашрĕç.
Городец хулинче Александр Невский çар пуçĕ юлашки кунĕсене пурăнса ирттернĕ, манах пулса тăнă. Ун ячĕпе те музей уçнă, икĕ палăк лартнă. Пĕринче вара вăл манах тумĕпе. Александр Невские халалласа 2009 çулта Федоров мăнастирне уçнă. Кунта 20 манах пурăнать.
Çак хулара пулса курни пурин кăмăлне те кайрĕ, ватă çынсем чун-чĕререн савăнчĕç.
Альбина ДМИТРИЕВА