АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне шучĕ чакать. Мĕншĕн?

03 июня 2021 г.

Ĕне шучĕ чакать. Мĕншĕн?

Ăшă çу кунĕсем çитрĕç. Тавралăх симĕс тумпа витĕнчĕ. 7-8 уйăх витере тăнă, типĕ утă çисе йăлăхнă мăйракаллă шултра выльăх симĕс курăк çине тухрĕ. Сĕтеклĕ курăка çăвар тулли çисе, мăшлатса çеç çÿреççĕ халĕ. Çаран çине тухни икĕ эрне ытларах çеç-ха. Тем самантра ĕнесем сĕт ытларах пама тытăнчĕç. Каçхи сăвăм витрене те кĕрейми пулчĕ.

Пирĕн çемье нихăçан та килте сĕтсĕр ларман. Упире пурăннă чухне ялан ĕне тытнă. Халĕ пиллĕкмĕш çул эпир хамăр Тоньăна Вăтакас кĕтĕвне яратпăр. Малтанхи çулсенче ĕне шучĕ 30 урлă каçнăччĕ кунта. Пĕлтĕр 28-па танлашрĕ. Кăçал касура 15 ĕне. Ăçта кайнă ыттисем? Хăйне майлă журналист тĕпчевĕ ирттертĕм эпĕ.

 

Пытарма кирлĕ мар, паян сăвакан ĕне тытакансенчен чылайăшĕ çулланнă, пенсие тухнă çынсем. Акă, урамра чылай çул ĕне тытнă, пĕлтĕр выльăхне Вăтакас кĕтĕвне янă Л.-на тĕл пултăм.

— 82 çулпа пыратăп. Алăран туя каймасть, ура сурасшăн, утăмсем кĕскелчĕç. Ватлăх кунĕсенче пысăк выльăх тытма пĕрре те çăмăл мар. Касăвне хамăр пăхаймастпăр, çынна ямалла. Вĕсем вара ĕçшĕн «кĕмĕлне» самаях ыйтаççĕ. Ун хыççăн утçи çитет. Килте мотоблокĕ те, косилки те пур, анчах манăн ку хутĕнче те çын куçĕнчен пăхма тивет. Каллех укçа кăларса хумалла. Уттине типĕтмелле, турттарса килмелле, шушшула хăпартмалла. Кĕркуннечченех çапла… Мăшăрпа килĕшсе хĕл кунĕсенче килти «шурă ылтăн» хуçине сутрăмăр. Анчах пирĕн кил карти выльăхсăр мар. Çысна çури туянтăмăр, 15 чăх пур. Мăшăрăм качака туянас шутлă, — терĕ хайхискер.

Чапаев урамĕнче иртнĕ çул ĕнесене пĕрле кĕтĕве хăваланă П.-па сăмахласа илтĕм.

— Темшĕн сана кĕтÿ урамĕнче курмастăп кăçал, — терĕм типшĕмрех хĕрарăма.

— Кăçал пысăк хуйхă пулчĕ вĕт манăн, — хурланса калаçрĕ П. — Красулька нарăсра пăруларĕ, икĕ кунран вара вуçех ура çине тăмарĕ. Ветеринари ĕçченĕсем ăна çăлса хăварассишĕн пĕр эрне тăрăшрĕç. Вĕсем тар тăкни сая каймарĕ: ĕне ура çине тăчех. Анчах сĕчĕ типрĕ. Апат та çиме пăрахрĕ, вăй-халĕ те юлмарĕ. Выльăх тухтăрĕсем хистенипе ĕнене те, пăрушне те сутма тиврĕ. Кил карти пушанса юлчĕ. Красулька пек сĕтлĕ ĕне тупса илме йывăр паян. Чĕчĕ пăрушĕнчен ÿстерме вара икĕ çул вăхăт кирлĕ.

Пĕлтĕр ĕнине Вăтакас кĕтĕвне янă В.-на райцентрти пĕр суту-илÿ çурчĕ умĕнче тĕл пултăм. Сывлăх сунтăм.

— Темшĕн шĕвĕр мăйракаллă ĕнÿне кăçал касура асăрхаман, — терĕм ăна. — Вăтакас касăвĕнче пĕлтĕрхин çурри те çук.

— Пĕлетĕн-и, тусăм? — терĕ хайхискер пирусне мăкăрлантара-мăкăрлантара. – Юлашки çулсенче мăшăр йывăр чирлет. Кил-çуртри ĕç пĕтĕмпех ман çине тиенет. Пĕччен арçынна çăмăл мар. Ĕне сăвасси, сĕт юр-варне вырнаçтарасси те йывăр. Пирĕн ачасем вĕçен кайăк чĕпписем евĕр тахçанах килтен вĕçсе тухса кайса саланнă. Эпир мĕнле пурăннине телефонпа çеç ыйтса пĕлеççĕ. Çавна шута илсех нумай пулмасть ĕнене сутрăм та…

К. Маркс урамĕнчи тепĕр пĕлĕшпе калаçса тăтăмăр.

— Мĕншĕн ĕнÿне сутрăн вара? — терĕм пăрçа улăм лавĕ евĕрлĕ çÿçлĕ арçынна.

— Паян ĕне тытма тупăшлă мар, — пат! татса хуравларĕ вăл. — Иртнĕ çул пĕр ĕнешĕн 2300 тенкĕ парса пулăшрĕç. Çав вăхăтрах ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме 1500 тенкĕ, укол тутарма, юн илтерме, прививка тутарма 200-шер тенкĕ кăларса хума тивет. Пĕлтĕр 4 пин тенкĕлĕх утă туянтăмăр, килограмне 11 тенкĕпе 3 тоннăна яхăн урпа илтĕмĕр. Шутласа пăх! Çу кунĕсенче вара сĕтĕн пĕр килограмне 12-13 тенкĕпе туянчĕç. Мăшкăл мар-и? Нумай чухне хамăртан култаратпăр çеç. Çавăнпах ĕнене сутрăм та. Халĕ качакан сиплĕ сĕтне ĕçсе пурăнатăп.

Акă мĕншĕн пирĕн касури ĕнесен шучĕ чакнă. Малашне уйăхра икĕ хутчен касу пăхма тивет пирĕн. Темиçе çул каярахри пĕр ÿкерчĕк аса килчĕ. Çав хĕрарăм пирĕн коллективра тăрăшатчĕ. Район центрĕпе юнашар пысăках мар ялта пурăнатчĕ, унтан ĕçе çÿретчĕ. Ĕне, сурăхсем тытатчĕ. Ачисем аякри хуласенче вĕренетчĕç. Çу кунĕсем çитсен питĕ нушаланатчĕ. Ĕне кĕтĕвне пăхса кăна яратчĕ. Кĕçех сурăх касăвĕ çитетчĕ. Çу кунĕсенче вĕçĕмсĕр отпуск шучĕпе канма заявлени çыратчĕ.

Трак пасарĕнче хам аван пĕлекен виçĕ ача амăшне тĕл пултăм.

— Ачусем выльăх хăвалакан пулчĕç. Хуралтусем çителĕклех тата вĕсем тăн-тăн. Ĕне усраса пăхасшăн мар-и? Сĕчĕ-çăвĕ килтех пулĕ, ытлашшине патшалăха парăн, — терĕм ăна.

— Мĕн эсĕ? — пăхрĕ вăл ман çине шурă куçпа. — Пасарти тутлăрах. Ĕнине пенсие тухсан усрăпăр. Çамрăк вăхăт — ылтăн тапхăр. Ăна лайăх пурăнса ирттермелле.

Ку сăмахсем çумне хирĕç нимех те хушса калаймарăм.

…Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем куç умне тухаççĕ. Ун чухне ялта ĕне тытман хуçалăх пулман та пуль. Анчах çав тапхăрта мăйракаллă шултра выльăх апачĕн ыйтăвĕ çивĕч тăратчĕ. Патшалăх умĕнчи тĕллеве пурнăçлас тесе хуçалăхсем темиçешер пин ĕне выльăх, сурăх, сысна, кайăк-кĕшĕк усратчĕç. Колхоз-совхоз ĕçченсене ĕç кунĕшĕн улăм парса çеç пулăшатчĕ. Атте-анне хĕл валли çĕр улми çеçкине типĕтсе хатĕрлетчĕ, кĕр кунĕ çитсен, йывăçсем çулçă тăксан вăрмана çулçă пухма каятчĕ.

Паян вара пачах урăх ÿкерчĕк.

— Трак енри пысăках мар ялта пурăнатпăр, — каласа панăччĕ пĕр пĕлĕш.— Ял куç умĕнчех ватăлса пырать. Хĕлле мăрьерен тĕтĕм тухакан çуртсене шутласа тухма алăри пÿрнесем те çитеççĕ. Ĕне тытнăран пире çулла кашниех хăйĕн пахча-анкартине çулса илме ыйтать. Çапла вара 12 пахча таранах пуçтарăнать. Утти икĕ ĕне хĕл каçармалăх та çитет пулас. Айсарăмне те симĕс утă каять.

Темиçе кун каялла комсомол тытăмĕнче пĕрле тăрăшнă Чатукассинчи Татьяна Михайлова патне шăнкăравларăм.

— Ĕне пуçне миçене çитертĕн-ха? — терĕм ырă пĕлĕше.

— Сăваканни улттă, чĕчĕ пăрушĕсем, ĕне çулне çитни те пур. Вĕсене пирĕн пĕтĕмпех электрокĕтÿç хураллать, — терĕ Татьяна.

…Чăваш Енре кăçал та ĕне усракансене субсиди парса пулăшасси пирки калаçаççĕ. Анчах ялсенче ĕне йышне сыхласа хăварма май парĕ-и вăл? Пурăнăпăр, курăпăр.

 

Юрий БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика