03 июня 2021 г.
Надеждăпа Владимир Павловсен хваттерĕнче эпĕ. Темиçе çул каялла пус çумне пус хушса туяннăскерте питех те хăтлă. Кил хуçисемпе сăмах сыпăнсах пычĕ. Иртнине те аса илтĕмĕр, малашлăх çинчен те калаçрăмăр.
Трак енре телей тупнă
Надежда Павлова /хĕр чухнехи Милова/ Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ.
— Пирĕн районти чи пысăк ялсенчен пĕри вăл, — тет Надежда Николаевна. — Ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтертĕм. Вĕренÿре япăх мар ĕлкĕрсе пынă. Общество ĕçне хастар хутшăннă. Шкул чысне хÿтĕлесе тăтăшах тĕрлĕ йышши спорт ăмăртăвĕсене, олимпиадăсене тухса çÿренĕ. Çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене çулсерен хутшăннă. Мана пуçламăш классен вĕрентекенĕ Тамара Васильевна Елкина питĕ килĕшетчĕ. Çавăнпах учитель профессине суйласа илтĕм пуль çав.
Сăкăт хĕрĕ 1986 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Тепĕр виçĕ çултан ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Надежда Николаевнăна ун чухнехи Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкула ĕçлеме янă.
Хĕр пулас мăшăрĕпе — физкультура учителĕпе Владимир Павловпа — шăпах çакăнта паллашнă та ĕнтĕ.
— Пĕрле шашкăлла выляма çÿрерĕмĕр, «Танцуй диско» фильма пăхни те асра, — тет халĕ Надежда Николаевна. — Шăпах Инди фильмĕ пире пĕр çемьене пĕрлештерчĕ.
Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ. Красноармейскине килсе тĕпленни те вăтăр çул ытла.
Чылайранпа çăмăл автомашина çÿретет кил хуçи хĕрарăмĕ. Унăн «тимĕр учĕ» унта-кунта çула тухма яланах хатĕр. Хваттертен инçех мар дача участокĕ пулнăран Павловсен çу каçипех сĕтел çинчен пахча çимĕç татăлмасть. Чăн-чăн чечек ăсти тата Надежда Николаевна. Куçа йăмăхтараканскерсем мĕне тăраççĕ.
Пултаруллă педагог
Владимир Иванович Красноармейски ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕ.
Ашшĕне Иван Павловича Народ Йăванĕ ятпа таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл районти «Сельхозтехника» пĕрлешÿре снабженецра ĕçленĕ. Амăшĕ те, Антонина Ивановна, ку тăрăхра хисеплĕ çын пулнă, «Красноармейский» хуçалăхра кладовщикра вăй хунă.
Володя 1973 çулта Красноармейски вăтам шкулĕн 1-мĕш класне çÿреме пуçланă. Тепĕр вунă çултан алла аттестат илнĕ.
— Шкул сакки çинче ларнă чухне Валерий Гордеев ирттерекен физкультура урокĕсене питĕ килĕштереттĕм, — тет иртнĕ вăхăта аса илсе Владимир Иванович. — Тен, Валерий Ильич панă сĕнÿсемпе канашсем мана професси суйласа илме пулăшрĕç те.
Çав çулах Владимир Павлов И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет - авт./ физвоспитани факультетне çул тытнă, аслă шкулăн студенчĕ пулса тăнă. Хăй ĕмĕрĕнче салтак пăтти çисе курманскер мĕнле арçын-ха вăл? В. Павлов та пединститутăн пĕр курсне пĕтернĕ хыççăн çар ретне тăнă. Икĕ çул Куйбышев хулинче çар хĕсметĕнче тăнă вăл. Салтак шинельне хывсан аслă шкулта вĕренĕве малалла тăснă. 1989 çулта алла диплом илнĕ, Красноармейскинчи вăтам шкулта ачаран кăмăлланă профессипе ĕçлеме пуçланă.
Вăхăт шав малаллах шăвать. Унтанпа 30 çул та хыçа юлчĕ, авă. Паян кун та Владимир Павлов юратнă шкулта тăрăшать. Час-часах ăна ачасемпе стадионта е çамрăк футболистсемпе тренировка ирттернине курма пулать. Коллективра хисепре вăл. Çак тапхăрта Владимир Иванович вуншар каччăпа хĕре физкультурăпа спорта юратма вĕрентрĕ. Ун патĕнче футбол вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илекен арçын ачасем çулленех «Сăран мечĕк» парнисене çĕнсе илес енĕпе йĕркелекен ăмăртусене хутшăнаççĕ, япăх мар кăтартусемпе палăраççĕ. 2003 çулта, авă, «Факелăн» аслă çулсенчи команди футбол енĕпе Чăваш Ен Кубокне çĕнсе илме пултарнă. Хăй вăхăтĕнче вăл йĕркеленĕ кружока çÿренĕ каччăсем районăн пĕрлештернĕ «Факел» футбол командинче вылянă е паян кун та выляççĕ. Унăн вĕренекенĕ Миша Петров — районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ.
Каччăсемпе хĕрсене физкультурăпа спорта явăçтарнăшăн ентешĕме тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысланă. Унăн кăкăрне «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллă илем кÿрет.
Туслă çемье ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем аслă пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Раççей патшалăх социаллă университетне пĕтернĕ Коля ЛТЦ-4 тытăмра тăрăшать. Татьяна Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче вăй хурать.
Икĕ ăру шăкăл-шăкăл пурăнать
Павловсен хăтлă хваттерĕнче Надежда Николаевнăн амăшĕ Вера Ивановна валли те кĕтес тупăннă. Ватлăх кунĕсене хĕрĕ патĕнче ирттерет вăл.
Унпа иксĕмĕр чылайччен калаçса лартăмăр.
— 1939 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче — Питравра çĕр çине килнĕ эпĕ, — тет Вера Милова. — Вăрçă ачи. Кăçал, авă, 82 çул тултаратăп. Çыннăн кун-çулне пĕлместĕн çав. Хĕрĕм ватлăх çулĕсене Трак енре ирттерме сĕнчĕ те — килĕшрĕм. Вова кĕрÿ те хирĕç пулмарĕ. Çапла шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр.
Виçĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ эпир. Аттене — Иван Григорьевича, аннене — Дарья Максимовнăна паян кун та куç умне кăларатăп. Вĕсем хăйсен ĕçченлĕхне, вашаватлăхне, тараватлăхне, чун илемĕпе кăмăл пуянлăхне пире пама пултарнă-çке.
Асли — Оля. Чылай тапхăр Шăмăршăри пекарьнăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Аверкийпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ритăпа Роза пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Иккĕмĕшĕ — Нина, бухгалтер. Мăшăрĕ — Алексей Федорович. Толя мăшăрĕпе Люсьăпа Чĕмпĕр облаçĕнчи Новая Воля ялĕнче пурăннă. Хĕрĕсем — Светăпа Наташа, медицина профессине суйласа илнĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен трактор-машинăна килĕштернĕскер Володя ывăлĕ тăван ялĕнче пурăнать.
Мăшăрăмпа Николайпа нумай вăхăт савăнса пурăнаймарăм çав эпĕ. Ÿпке чирĕпе чирлерĕ те ураланаймарĕ, 38 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Платник пулнă вăл. Кирек епле ĕç патне те алли ларнă. Ут çи пынă вăхăтра унăн уйрăмах пĕр канăç та çукчĕ. Килте шак! шак! тунă сас кăмăла çĕклетчĕ. Çава туптама ăстаччĕ, çавна май çаран çине тăрантаспах килсе лартса каятчĕç.
Вера аппан 5 мăнук, кĕçĕн 3 мăнук. Савăнать вĕсемпе вăл. Пушă вăхăт тупăнсан районти тĕп вулавăшран хĕрĕ илсе килсе панă чăваш кĕнекисене куçлăхсăрах вулать. Чăваш наци радиовне итлеме, Чăваш ПТРКан «Юратнăран» кăларăмне пăхма кăмăллать.
— Нумай чухне вăл передачăсенче ентешсене юрăпа саламланине илтетĕп те хама тăван енре пулнăнах туятăп, — тет кинеми.
— Пирĕн анне хура-шурне сахал мар астивнĕ пулин те, таса кăмăл-сипетпе пурăннă, никама та хур сунса курман, сăмахпа никама та кÿрентермен. Хĕр чухнехи сатурлăхне те çухатмасть-ха вăл. Кашниншĕн ăшталанать, çунать. Пулăшма васкать. Йывăрлăхра яланах чун тĕрекне туятпăр унра, — палăртать хĕрĕ. — Унри хастарлăх, пултарулăхпа вашаватлăх нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Татьяна БОРИСОВА.