АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир кедр катинче пулса курнă-и?

03 июня 2021 г.

«Трак ен — кедр тăрăхĕ» проект ертÿçисем Светланăпа Валерий Мефодьевсем тăрăшнипе Красноармейскин çурçĕр хĕвел анăç енче ешерекен кедр катинче пулса курнă-и эсир? Çук пулсан, пĕрле çула тухар. Çут çанталăкĕ епле илемлĕ тата кунта.

Иртнĕ эрнере кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов çитсе курчĕ. Чи малтанах Александр Николаевич Кайри Карăк ялĕ патĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тунă ĕçсемпе кăсăкланчĕ. Активистсем кунта субботник йĕркелерĕç, кедрпа можжевельник хунавĕсем лартрĕç, клумбăсем туса тĕрлĕ чечек акрĕç, тенкелсем вырнаçтарчĕç. Район ертÿлĕхĕ кедр хунавĕ лартса хăварчĕ.

Кайри Карăк патĕнче пĕтĕмпе 6 çăлкуç, вĕсем пĕр-пĕринпе юнашарах вырнаçнă, Мăн Шетмĕне юхса тухаççĕ. Кайрикарăксем кунта тăтăшах ĕçмелли шыв патне килеççĕ, вăл хĕллехи шартламара та шăнмасть. Çывăх вăхăтра кунта пысăках мар çĕнĕ кĕпер хывма, шыва юхса пухăнма тимĕр-бетон ункăсем вырнаçтарма палăртаççĕ. Шăпах çак çăлкуç патĕнчен сукмак кедр катине илсе пырать те. Мефодьевсем экскурси йĕркелерĕç.

— «Телейлĕ çемье» çĕнĕ композицие иртнĕ çул вырнаçтартăмăр, — терĕ Светлана Матвеевна. — Телейлĕ те туслă çемье мĕн чухлĕ нумайрах, çĕршыв çавăн чухлĕ пуянрах теççĕ. «Çут çанталăк паркĕнче» эпир 300-400 çул каялла пурăннă несĕлсен пурнăçне, ун чухнехи çут çанталăка кăтартас тĕллевлĕ. Çав тапхăрта çынсем те, çут çанталăк та пуян та таса пулнă. Çемьесенче тулли ăраскал хуçаланнă. Çынсемпе çут çанталăк хушшинче çыхăну çирĕп пулнă. Парк тĕрлĕ чĕр чунсен кÿлеписемпе пуянлансах пырать, вăл уйрăмах ачасене илĕртет. Кунта каруçел, пăрахут вырнаçтарнă. Пăрахут тумалли материалсене туянма райпо канашĕ пысăк пулăшу пачĕ.

Александр Николаевич та кедр катине кĕрсе курчĕ. Унтан çул «Виçĕ хĕвел» этнопарк еннелле выртать. Кунта ĕлĕкрех Трак пуххи кĕрленĕ. Шăпах çакăнта район çыннисем 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче пуçланнă Аслă вăрçă пирки усал хыпар илтнĕ. Александр Кузнецов кунта ярмаркка лапамĕ тăвас шухăша ырларĕ. Çакăнтах сцена тума, тротуар хума палăртаççĕ.

 

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика