АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех Хурăнлă çул пирки

03 июня 2021 г.

Эпĕ 1937 çулта Çĕрпÿ районне кĕрекен Ункăçум ялĕнче çуралнă. Мăшăрлă пурнăç Трак тăрăхне илсе çитерчĕ. Кун-çулăма районти тĕп сыватмăшра медицина сестринче ĕçлесе ирттертĕм.

Хурăнлă çул Ванюшкасси еннелле ниепле майпа та выртма пултараймасть. Асăннă ялалла аслă çул кайман та, пырса та кĕмест. Хурăнлă çул Чатукасси енчен Ункăçум еннелле анаталла анать. Вăл çула пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пулнă вăхăтра та нихăçан та сухаламан. Паянхи кун та çавăн пекех сарăлса выртать вăл. Эпир ача чухне ăна ялта Мăн çул тенĕ. Унта ял çыннисем ĕнесене вĕренпе кăкарса тытатчĕç. Унăн икĕ енĕпе канав чавнă. Çулăн хĕррипе çĕрĕ çĕкленсе тăратчĕ. Çулне тăршшĕпех чавса антарнă пулас. Вăл çул Чатукасси енчен пирĕн ял еннелле килет. Унтан пĕчĕк юханшыв урлă каçса /Шăнар çырми тетпĕр/ Ункăçум çумĕпе тăвалла хăпарать, яла çавăрса илет те çурçĕр еннелле сулăнса масар çумĕпе Патăрьел /Богатырево/, Çĕрпÿ еннелле каять. Анне каланă тăрăх, вăл Çĕрпÿ патĕнчен Канашалла, унтан Хусаналла выртать.

— Хурăнлă çулпа арестленĕ çынсене илсе кайнă, — тетчĕ 1909 çулта çуралнă анне.

Хаклă çыннăм каланă тăрăх, асăннă çул çине Ункăçум çынни те лекнĕ имĕш. «Эпĕ Ункăçум çынни — Онтек Санькки /Онтек-Андрей-Унтри/ пулатăп», — тесе кăшкăрса хăварнă.

Тĕрĕслĕхе пĕлме Чатукасси енчен Ункăçум еннелле килекен Мăн çулпа кайса курма пулать. Вăл хăйне майлă экскурси пулĕ. Çула пăхса тăманран çурхи шывсем çĕмĕрсе çырма туса янă.

Тата тепĕр япала пирки пĕлтерем. Анне каланă тăрăх, Чатукассипе Ункăçум чиккинче Ункă шывĕ хĕрринче Тунти пасарĕ пулнă. Асăннă пасар тунтикун кăна пуçтарăннă /ытларикун пасарĕ — Нурăсра, юнкун пасарĕ — Мăн Шетмĕре/. Çав пасар варринче чавсанай пулнă. Унта халăх пуççапма, чÿклеме çÿренĕ. Кайран парти пуç пулнă вăхăтра чавсанайне коммунистсем аркатнă. Эпĕ астăвасса, чавсанай вырăнĕнче пысăк чул выртатчĕ. Унта ватăсем чÿклесе укçа хуратчĕç. Халĕ вăл чул та çук. Пĕр «хурçă ут» хуçи пулас çурчĕн никĕсне яма турттарса кайнă. Каярах хайхискр чирлесе асапланнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă тетчĕç. Вăл чула тĕкĕнме юраман.

 

Анна МАЛИНИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика