03 июня 2021 г.
Калля пиччепе Маруç аппа райцентр çумĕнчи Çурткассинче вăтăр çул ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пенсире вĕсем.
— Пĕр теплица пур-ха пирĕн. Пĕлтĕр, авă, унта помидор еплерех йăтăнчĕ. Хăяр валли тепре туянар мар-и? — ыйтуллăн пăхрĕ Маруç кил хуçи çине. — Кăçал тутлă çимĕçе иртерех çиес тесе вăрра уйрăм чÿлмексем çине ака уйăхĕнчех акрăм. Хăяр калчисем парка çитĕнеççĕ.
Калля çийĕнчех район хаçатне алла илчĕ те «Пĕлтерÿсен» страницинче теплицăсем сутакан номере шыраса тупрĕ. Шăнкăравларĕ.
— 23 пин тенкĕ, вырăна çитерсе, вырнаçтарса паратпăр, — пулчĕ хурав.
Калля ĕнсине кăтăрт! кăтăрт! хыçса илчĕ. Чăрт! сурчĕ çĕрелле. Теплица хакне мăшăрне пĕлтерчĕ.
— Манăн пĕр уйăхри пенси укçи ăна туянма çитмест, — терĕ Калля.
— Килте полиэтилен пленка ахалех выртать. Тен, пасартан тимĕр пĕкĕсем туянатăн? — каллех сĕнÿ пачĕ Маруç.
Калля мăшăрĕн ыйтăвне тивĕçтерес тесе çийĕнчех пасара васкарĕ.
— Пиллĕкĕшĕ 600 тенкĕ, — терĕ сутуçă.
— Çак пралук татăкĕ çавăн чухлĕ тăрать-и? — хăйĕнпе хăй калаçрĕ Калля.
Вăл пĕр кун ял çумĕнчи çырмара ачан кача пÿрни хулăнăш пралук тĕрки выртнине асăрханăччĕ. Килне çитсенех мăлатукпа кивĕ пуртă илчĕ те çырмана вĕçтерчĕ. Çийĕнчех пăралукран пасарти евĕр сакăр пĕкĕ хатĕрлесе те килчĕ.
Калля васкаса йăран чаврĕ, пĕкĕсене вырнаçтарчĕ. Унтан мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă çеçкене ларнă хăяр калчисене куçарса лартрĕç, шăварчĕç, пленка витрĕç.
…Паян Каллян хăярĕсем сап-сарă çеçкере. Хăйĕн çуралнă кунĕнче вăл пĕлĕшĕсене чĕрĕ те тутлă çимĕçпе хăналама хатĕрленет.
— Калляран хăяр çитĕнтерме вĕренĕр, — тет лĕх! лĕх! кулса.
Георгий Борзин.