27 мая 2021 г.
Тунтикун Славян çырулăхĕпе культурин кунне паллă турĕç. Çырулăхсăр, культурăсăр тата пĕлÿсĕр нимĕнле халăх та, патшалăх та пурăнма пултараймасть.
Кĕçĕн Шетмĕри вулавăшра кĕçĕн çултисем валли «Кириллпа Мефодий патĕнче хăнара» уяв-викторина йĕркеленĕ. Ачасем аваллăхра çул çÿревре пулнă май, уяв историйĕпе, азбука-кириллицăпа паллашнă, пĕлÿ-çыру саракан пĕр тăван Кириллпа Мефодий пирки, славян чĕлхинчи саспаллисен ушкăнĕ епле пуçланса кайни çинчен пĕлме пултарнă. Кĕçĕннисем «Прочитай по рисунку», «Буквоворот» вăйăсенче тупăшнă, кĕнеке пирки тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшсене аса илнĕ. Вĕсем хăйсен пĕлÿ «кутамккине» çĕннипе самаях пуянлатнă.