АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки шăнкăрав янăрарĕ

27 мая 2021 г.

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Трак вăтам шкулĕнче 11-мĕш классемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

13 сехет. Уяв лапамне капăр тумланнă, хĕрлĕ хăю çакнă /унта «Выпускник-2021» тесе çырнă/ 11-мĕш «а» /класс ертÿçи Анна Никифорова/ тата 11-мĕш «б» /Ирина Шорникова/ классенче вĕренекенсем — пĕтĕмпе 33-ĕн — пырса кĕчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе шкулти «Яковлев хунавĕсем» обществăлла организацин ялавне çĕклесе кĕреççĕ.

Раççей Гимнĕ янăранă май вĕренÿре малта пыракансен ушкăнĕ Раççей Ялавне çĕклерĕ. Шкул директорĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Ирина Федорова уяв уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Кăçал шкул пĕтерекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ку вĕренÿ çулĕнче юлашки шăнкăрав янăранă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов саламларĕ, ăнăçу, ырлăхпа сывлăх сунчĕ. Вăл вĕрентÿ тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Трак вăтам шкулĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранне Людмила Беловăна, Упи вăтам шкулĕн директорĕнче вăй хунă Юрий Федорова, район администрацийĕн вĕрентÿ тытăмĕн хуçалăх пайĕн заведующине Виталий Петрова «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль парса чысларĕ. Вĕренÿре, общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăрнă каччăсемпе хĕрсен пĕр ушкăнĕ Хисеп хучĕсене тивĕçрĕ.

11-мĕшсене шкул директорĕ Ирина Федорова, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, шкул директорĕ пулнă Галина Юлмасова, пĕрремĕш вĕрентекенĕ Клавдия Васильева, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Ирина Замкова, районти искусство шкулĕнчи «Смайл» ансамбль саламларĕç. Каччăсемпе хĕрсем сăвăсем вуларĕç, хăйсене пĕлÿ панă педагогсене чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Кăçал шкултан вĕренсе тухакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе вальс ташларĕç. Юлашкинчен тÿпене шурă хăмпăсем вĕçсе хăпарчĕç.

Класс ертÿçисем Анна Никифоровăпа Ирина Шорникова юлашки шăнкăрава янăраттарчĕç. 11-мĕшсем юлашки урока кĕрсе ларчĕç.

Ку йышши савăк мероприятисем районти ытти шкулта та иртрĕç. Кăçал Трак енри шкулсенчен 11-мĕш класран — 64, 9-мĕшĕнчен 118 ача вĕренсе тухать.

 

Юрий БОРИСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика