27 мая 2021 г.
Çĕрпÿ. Район администрацийĕн агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх пайĕн специалисчĕсем А.Хорошавинăн хуçалăхне çитсе курнă: кунта нумаях пулмасть ака комплексĕ тата Джон Дир трактор туяннă. Унăн хакĕ 47 млн тенкĕ. Кăçал çĕрпÿсем пĕтĕмпе 82,25 млн тенкĕлĕх 16 техника туяннă.
Канаш. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй-2021» иртет. Ăна кăçал Наукăпа технологи тата Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă.
Вăрнар. Чукун çул вокзалĕнче «Юрлакан май» концерт пулнă. Вăрнарти ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем поселокра пурăнакансем валли çар юррисене хатĕрленĕ. Вĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне мухтаса юрланă.
Элĕк. Хальхи вăхăтра çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери «Асăну сачĕ» акци пырать. Çак тапхăрта 27 млн йывăç лартса хăвармалла. Чăваш Сурăм шкулĕн кадечĕсем тата кунтан вĕренсе тухнисем район прокурорĕпе Р. Хотяевпа пĕрле акцие хутшăнса туя лартнă.
Муркаш. РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем çывхараççĕ. Муркаш районĕнче кĕркунне иртекен сасăлава йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе общество тĕрĕслевçисен вĕренĕвĕн иккĕмĕш тапхăрне ирттернĕ.
Шупашкар. Çатра Марка ял вулавăшĕнчи чи нумай кĕнеке вулакан Наталья Степанова «Об±ективра — Атăл» фотокроса хутшăнать. Вăл Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви сĕннĕ «Мĕне хÿтĕлетпĕр, çавна юрататпăр» вунă кунлăхпа килĕшÿллĕн иртет.
Хыпарсене Сергей САМСОНОВ пухнă.