АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ветеранĕсем районпа паллашнă

27 мая 2021 г.

Чăваш Енри Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Самылкин, унăн çумĕ Василий Шадриков, ял хуçалăх производствин ветеранĕсем Иван Козинпа Николай Сергеев Красноармейски районĕнче пулнă.

Ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов йышăннă, Трак çĕрĕпе паллаштарнă, унăн çыннисем, ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă. Делегаци ЧР Сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕ больници» БУн «Красноармейски районĕн тĕп больници» филиалне, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, унăн футбол уйне, «КЕТРА» завода, «Красное Сормово» пĕрлĕхе çитсе курнă. Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ — ЧР АПК ветеранĕсен канашĕн правленийĕн ларăвне ирттерме хатĕрленесси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика