АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Часовня тума тытăнчĕç

27 мая 2021 г.

Иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «Васкавлă медицина пулăшăвĕ больници» БУн «Красноармейски районĕн тĕп больници» филиалĕн территорийĕнче часовня тума тытăнчĕç, экскаватор пĕрремĕш алтăр çĕре чавса кăларчĕ. Пирĕн корреспондент Юрий Борисов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Кузнецовпа тĕл пулнă, темиçе ыйтăва хуравлама ыйтнă.

Корр.: Александр Николаевич, паян Трак ен пĕр-пĕр пысăк стройкăна аса илтерет. Ăçта пăхатăн унта строительство кранне, çурт-йĕр хăпартакан ĕçченсене, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен маттурсене асăрхатăн. Авă, тата иртнĕ эрнере районти тĕп сыватмăш территорийĕнче часовня тума тытăнчĕç…

А.К.: Тĕрĕс палăртатăр. Кăçалхи хĕлле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» пĕрлĕх генеральнăй директорĕ Николай Угаслов Трак енре пулнă чухне районти тĕп сыватмăш территорийĕнче часовня çĕклесе лартас ыйтăва тапратрăм. Николай Федорович ман шухăша ырларĕ, часовньăна çĕклесе лартма, мĕн пур тăкака хăй ертсе пыракан пĕрлĕх çине илме шантарчĕ.

Корр.: Александр Николаевич, пулас кирек епле объектăн та проекчĕ кирлĕ-çке?

А.К.: Ку енĕпе йывăрлăх пулмарĕ темелле. Хам Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă чухне мана часовня тăвас ыйтупа ĕçлеме тивнĕччĕ. Унăн проекчĕ сыхланса юлнă. Хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕмĕр те ĕçе тытăнтăмăр.

Корр.: Иртнĕ эрнекун, авă, «ТУС» пĕрлĕхĕн экскаваторĕ пĕрремĕш алтăр çĕре чавса та кăларчĕ.

А.К.: Çапла, строительсем ĕçе тытăнчĕç. Сергий атте светить турĕ, ĕçченсене пил парса ăнăçу сунчĕ. Хам енчен çакна калам: паянхи вăхăтра çынна чун, кăмăл апачĕ те кирлĕ. Малашне сыватмăша килекен çын часовньăна кĕрсе çурта ларттăр, Турăран пил ыйттăр.

Корр.: Юлашкинчен хам енчен çакна çеç калам. Красноармейскин кăнтăр хĕвел тухăç енче çĕнĕ чиркÿ çĕкленет. Çитес вăхăтрах часовня ĕçе кĕрĕ. Çакăнта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Угасловăн тÿпи иксĕлми. Пирĕн, суйлавçăсен, хамăр округран суйланнă депутата — «халăх тарçине» тав сăмахĕ каламалли çеç юлать.

А.К.: Николай Федорович шанчăклă, хăйĕн сăмахне тытакан çын. Часовня та вăхăтра ĕçе кĕрессе нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп.

Корр.: Калаçушăн тав.

А.К.: Хăвăра тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика