27 мая 2021 г.
Çу уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче Шупашкарти «Олимп» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Ен чемпионачĕпе ăмăртăвĕ иртнĕ.
Унта республикăри 4 хулапа 19 районти 500 ытла спортсмен хутшăннă. Трак ен спортсменĕсем ăнăçлă ăмăртнă: икĕ ылтăн, тăватă кĕмĕл тата икĕ пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. 200 тата 800 метрлă дистанцисенче Анастасия Андрейцева /тренерĕ В. Моисеев/, Сергей Спиридонов /А. Петровпа Э. Филиппов/ çĕнтернĕ. Анастасия Андрейцева /100 м/, Александр Васильев /1500 м, А. Петровпа Э. Филиппов/, Сергей Анисимов /400 м тата 800 м, В. Григорьев/ — иккĕмĕш, Евгений Дмитриев /1500 м, А. Петровпа Э. Филиппов/, Виктория Таланцева /3000 м, В. Григорьев/ виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Сергей САМСОНОВ.