АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăс

27 мая 2021 г.

Сăвăс — инфекци ертекен кăпшанкă. Унпа кĕрешмешкĕн çурхи ĕçсен вăхăтĕнчех пуçламалла.

Сăвăс вĕçеймест. Ăна çын е чĕр чун çумне çакланмашкăн çÿллĕрех вырăн кирлĕ. Вăл тата хĕвел ăшшине килĕштермест. Çавăнпа пахчари курăка çăвĕпех çулса тăмалла. Ал шăллипе курăк-чечеке сăтăрсан кăпшанкă унта пухăнма пултарать. Сăвăса ÿт шăрши тата унăн ăшши илĕртет. Çакна шута илсе «ухутана» тухас умĕн татăка алăра кăштах тытмалла. «Капкăна» çакланнă тăшмана çунтарса ямалла.

Сăвăс вирусĕ энцефалит тата боррелиоз чирĕсене сарать. Çавăнпа яланах тимлĕ пулмалла. Çак чир сарăлас хăрушлăх пур çĕрте çÿрекен ĕне-качака сĕтне вĕретсе ĕçмелле. Курăк çине ларма-выртма юрамасть. Инкекрен сыхланмалли шанчăклă мел — энцефалитран прививка тутарни. Иммунизаци хыççăн организма çирĕпленме икĕ эрне ытла кирлĕ.

Чăваш Республикин гигиена тата эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, сăвăс боррелиозĕпеле çынсен 40-50% шар курать. Çак чир сыпăсене, чĕрене, куçа, пĕвере, пÿрене, ытти органсене сиен кÿрет. Кăçал республикăра 4 тĕслĕх тупса палăртнă: Комсомольскипе Красноармейскинче — пĕрер, Шупашкарта — иккĕ.

Çак таранччен сăвăспа шар курнăран пулăшу ыйтакан 50 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 23-шĕ — ачасем.

Кашнин сыхă пулмалла. Вăрмана кайсан, тĕслĕхрен, пуçа капюшонпа хупламалла, çутă тĕслĕ тата вăрăм çанăллă тум тăхăнмалла. Кĕпе вĕçне шалавар ăшне, шăлавар вĕçне çирĕп резинăллă нуски ăшне чикмелле. Унсăр пуçне кăпшанкăна хăратакан спрейпе усă курмалла. Пÿрте е хваттере кĕриччен хывнă тума, ытти япалана тата пĕрле пулнă йытă-кушака сăтăрçă çыпçăнни-лекнине тĕплĕн тĕрĕслемелле. Чĕр чуна ернĕ сăвăса перчеткепе иртсе сиенсĕрлетмелле. Ÿте кĕрсе ларнă сăвăса кăларас умĕн çав вырăна тип çу сĕрме /сывлав çулĕ пÿлĕннипе хăех тухать теççĕ/ сĕнеççĕ пулин те, тухтăр патне каймаллах. Сăвăса алăпа туртса кăларма юрамасть.

Специалистсен шухăшĕпе çапах та, хÿтлĕхĕн чи шанчăклă мелĕ — прививка.

 

Мария РОМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика