20 мая 2021 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов больница ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.
Иртнĕ тата кăçалхи çул медицина ĕçченĕсемшĕн вуçех те ансат пулмарĕ. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ чылаях кăткăсланчĕ, йывăрланчĕ. Район халăхĕн сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн тав туса Александр Кузнецов Алевтина Николаева, Елена Ильина, Люба Перепелкина медсестрасене Хисеп хучĕпе чысларĕ, анестезиологи-реанимаци уйрăмĕн аслă медицина сестрине Лариса Артемьевăна «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăларĕ.