АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă

20 мая 2021 г.

Сочиненисен «Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре!» районти конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал ăна Трак енри тĕп вулавăш Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе пĕрле ирттернĕ. Пултарулăх ĕçĕсене Чăваш чĕлхи кунне тата чăвашăн çĕнĕ çырулăхне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнине халалланă.

Кăçал тупăшăва 15 ĕç тăратнă. Вĕсенчен чылайăшĕ содержани енчен пуян та тулли пулнă, конкурс положенийĕпе килĕшсе тăнă. Унта Трак тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекенсем тата унта пурăнакансем хутшăннă.

Кашни ÿсĕмри ушкăнсенче çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

5-6-мĕш классем: Дарина Ефремова, Дарья Осипова /Трак вăтам шкулĕ/.

7-8-мĕш классем: Варвара Прокопьева /Мăн Шетмĕ/, Ксения Герасимова /Алманч/, Галина Романова /Пикшик/ çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Таисия Капитоновăпа /Еншик Чуллă/ Роберт Потапов /Карай/ тухнă.

9-11-мĕш классем: Наталия Васильева /Пикшик/ мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — Валерия Максимовăпа /Пикшик/ Мария Петрова /Мăн Шетмĕ/. Виççĕмĕш вырăна Анна Андреевăпа /Мăн Шетмĕ/ Эвелина Григорьева /Алманч/ тивĕçнĕ.

Районта пурăнакансенчен малти виçĕ вырăна Виталий Михайлов /Красноармейски вăтам шкул педагогĕ/, Марина Емельянова /И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки, Туçи Чуракасси/, Лариса Степанова /Карай шкулĕн педагогĕ/ пайланă.

Тупăшура мала тухнисене Хисеп хучĕпе чыслаççĕ.

Светлана ГУРЬЕВА,

районти тĕп вулавăш ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика