АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрăва сума суса

20 мая 2021 г.

Аслă ăрăва сума суса

Типвар ялĕнче 20-мĕш ĕмĕрти хĕç-пăшаллă тытăçусене хутшăннă паттăрсене, тыл ĕçченĕсене, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене сума суса, «вăрçă ачисене» чыс туса палăк уçрĕç. Кунтах «Вилĕмсĕр полк», «Ĕç фрончĕн паттăрĕсем» акци иртрĕ.

Типвар — районта чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Анчах та унăн 400 çулхи историйĕ пирки çакна калаймăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ялтан 30 çынна яхăн тухса кайнă, 17-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хыпарсăр çухалнă 7 çын шăпи паянхи кунччен те паллă мар.

Уява ял халăхĕ, кÿршĕ ялсенче пурăнакансем, аякка саланнă ентешсем — вăл шутра Мускав, Чулхула, Ижевск хулисенчен йышлă пухăннă. Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Михайлов, сăмах илсе саламланă май, çывăх вăхăтра палăк патне çул сарма пуçласси пирки пĕлтерчĕ. Палăк çĕкленĕ çĕрте чунне парса вăй хунăшăн Валерий Трофимов пенсионера район администрацийĕн, Юрий Игнатьева, медицина службин майорне Петр Абрикосова, ял старостине Александр Семенова ял тăрăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Фекла Сахрова, Юлия Порфирьева, Зоя Андреева, Николай Трофимов, Юрий Игнатьев, Людмила Федорова «вăрçă ачисене» асăнмалăх парнесем пачĕç.

Палăк çинчи шурă виткĕч сирĕлнĕ май куç умне иртнĕ ĕмĕрти хĕç-пăшаллă тытăçусене хутшăннă паттăрсен, тылра хастар ĕçленĕ ентешсен, «вăрçă ачисен» ячĕсем /пурĕ 200-е яхăн/ тухаççĕ. Вĕсен шутĕнче — Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, Георгий хĕрес кавалерĕ Степан Сидоров, Тамбоври çар училищине пĕтернĕ, Совет-финн вăрçинче 21 çулта пуç хунă Семен Абрикосов лейтенант. Çавăн пекех иртнĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă Игнатий Сергеев, Павел Трофимов, Федор Прохоров, Григорий Матвеев, Аркадий Михайлов, ытти нумай-нумай паттăр ячĕ. Кунтах Аслă вăрçă вăхăтĕнче ялти «Чувашия» колхозра, ытти çĕрте кунне-çĕрне пĕлмесĕр Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă — 57, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă 3 ĕçченĕн, вăрçă нушине чун-чĕре витĕр кăларнă 84 «вăрçă ачин», туллă-сăртлă Афганистан çĕрĕнче интернационалла тивĕçе пурнăçланă Анатолий Антиповăн, Михаил Осиповăн ячĕсем. Çынсем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Палăка çĕклеме тата уçма ырă кăмăлпа пулăшнăшăн типварсем строительство керамикин «КЕТРА» заводне, Анатолий Кусков, Вячеслав Лукин предпринимательсене, «Чулхула трансгаз Газпром» пĕрлешĕвĕн Чулхулари сыхлав ушкăнне тав туса сăмах каларĕç. Вĕсен ячĕсене çырнă тав хутне тимĕр тубус ăшне вырнаçтарса палăк тĕпне хурса хăварчĕç.

Уява Чатукасси шкулĕн вĕренекенĕсем, ялти кану центрĕ çумĕнчи «Телей» ушкăн тăсрĕç. Чăваш эстрада юрăçи Галина Шадрина паллă ентешсен Филипп Миронов композиторпа Юрий Сементер сăвăçăн хайлавĕсемпе савăнтарчĕ. Халăх тутлă шÿрпепе, пловпа хăналанчĕ. Таврана каç ĕнтрĕкĕ çапичченех пычĕ праçник.

 

Николай АБРИКОСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика