АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене юратнăран

20 мая 2021 г.

Ачасене юратнăран

Вĕрентекенĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Кашни вĕренекен чунĕ патне çул тупма пĕлмелле. Ачасене юратман çын шкулта ĕçлеймест.

Людмила Белова Трак вăтам шкулĕнче 45 çул вăй хурать. Географи учителĕ вăл. Хăй те кунтанах вĕренсе тухнă. Туçи Чуракасси ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралнă вăл. Асли пулнă. Часах çемье Трак салине куçса килнĕ. Аслă шкула вĕренме кĕриччен Людмила /Миля тенĕ ăна савса/ Шупашкарти электроаппарат заводĕнче сверловщицăра ĕçленĕ. Хусанти университетра пĕлÿ илнĕ вăхăтра телефонистка ĕçне хăнăхнă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă.

«Трак салине питĕ юрататăп. Кунта ĕçлесе пурăнма шăпа пÿрнĕшĕн савăнатăп, — тет Людмила Михайловна. — Ачасемпе вăхăта ирттерме килĕшет. Походсене çÿрени уйрăмах çывăхлатать. Вĕсемпе пĕрле Алманч ГЭСне, Коммунăна /Карай/, Хутар ялне çитсе килнĕ. Раççей тăрăх та çÿреме ÿркенмен: Атăлçи Пăлхар çĕршывне, Пушкăрт тăрăхĕсенче пулса курнă. Паян кунта Хусан, Суздаль, Владимир, Александровская Слобода, Мускав, Мурановăри литература музейĕ — куç умĕнче. Паллах, çул çÿреврен ашшĕ-амăшĕ те юлман. Театра вĕçĕмсĕр çÿренĕ. Кайран спектакльсене пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Хуçалăх уй-хирĕнче те вăй хунă. Спортра та хастар пулнă: шашка-шахматла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă… Тĕрлĕ ăмăрту-тупăшура çĕнсе илнĕ Кубоксен, Хисеп хучĕсен кĕтесне йĕркеленĕччĕ».

Людмила Михайловна ирттернĕ географи урокĕсенче ачасемпе пĕрле хам та ларса куртăм. Мана, ĕлĕкхи роно ĕçченне, дисциплина çÿллĕ шайра пулни савăнтарчĕ. Уроксем канашлу мелĕпе иртрĕç. «Людмила Михайловна вĕрентни мана килĕшет. Вăл интереслĕ япаласем çинчен каласа кăтартать», — терĕ Никита Фомин. Анастасия Николаева географи учителĕ тĕлĕшĕнчен хăйсене ăнни çинчен пĕлтерчĕ: «Унăн урокĕсем интереслĕ иртеççĕ. Вăл яланах ырă кăмăллă. Ачасене хисеплет». Калаçăва Кира Семенова та хутшăнчĕ: «Нумай пĕлет, çавăнпа тĕплĕн ăнлантарать».

Людмила Михайловна пултаруллă, тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă педагог пулни унăн калаçăвĕнченех сисĕнет. Вăл темĕн те пĕлет, кирек епле ыйтăвăн хуравне те тупать. Çынпа куçран пăхса тÿррĕн калаçать, иртни-пулнине хальхи пурнăçпа çыхăнтарать. Ĕненмесĕр ăна май çуках — шанăçлă çын. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн Хисеп хучĕсемпе дипломсен шучĕ те çук. Вĕренекенĕсем олимпиадăсенче хутшăнса парнесене тивĕçнĕшĕн панисем те йышлă унăн.

«Атте-анне сăнарĕсем халĕ те куç умĕнче. Вĕсем вĕрентсе каланисем пуçран тухмаççĕ: «Лаша пуласси тихаран паллă», «Мĕн акатăн, çав шăтать», «Улмуççирен те аякка ÿкес килмест ман — пĕлетĕп, тымарĕсем унăн нихçан та çухалас çук, ванса хăраймĕç», — тет калаçăва тăсса хисеплĕ вĕрентекен. Людмила Михайловна паян хăй те — «улмуççи». Ывăлĕ Владимир — подполковник, çĕршыва сыхлать. Унăн ывăлĕ халь кăна салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнчĕ. Мăнукĕпе Иванпа мăнаçланмалли пурах, ашшĕнчен юлмĕ-ха вăл та.

Людмила Михайловна 70-тен иртнĕ пулин те ачасене юратнăранах куллен шкула васкать. Трак шкулĕ тăван кил вырăннех пулса тăнă уншăн.

 

Валентина РУДНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика