20 мая 2021 г.
Упи ял тăрăхĕнче вĕрентÿ, культура, ытти сферăра пархатарлă ĕçĕпе палăрнă вуншар çын пурăнать. Вĕсенчен пĕри — педагогика ĕçĕн ветеранĕ Юрий Федоров.
Юрий Владимирович 1956 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Янмурçин ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ ытти ача-пăчанни евĕрех иртнĕ. Парта хушшине ларма вăхăт çитсен Упи шкулĕн сукмакне такăрлама пуçланă. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă вăл. 1973 çулта алла аттестат илнĕ. Кĕçех салтак ячĕ тухнă. Икĕ çул çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă вăл.
Салтак шинельне хывсан каччăн малалла вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă. Çапла Юрий Владимирович И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех çак предмета кăмăлланă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, Упи шкулĕнче историпе обществоведени вĕрентнĕ Тимофей Бардасовпа Леонтий Архиповăн урокĕсенче малашлăх валли тарăн пĕлÿ пухнă.
Аслă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă ентешĕм. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăннă. Малтанхи вăхăтра истори предметне ертсе пынă. Каярах пултарулăхне кура ăна пионервожатăй, аслă пионервожатăй, шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçин, шкул директорĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Мĕн пур кăмăлтан, чунри хастарлăхпа туса пынă вăл çак ĕçсене. Унтан 13 çул Упи вăтам шкул директорĕн лавне туртнă. Çак тапхăрта Юрий Владимирович шкул пурлăхĕн никĕсне çирĕплетес, яш-кĕрĕме пур енлĕн вĕренме условисем туса парас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшнă. Ку шкулта ĕлĕкех спорта тимлĕх уйăрнă. Федоров директорта ĕçленĕ çулсенче тĕрлĕ çĕртен пулăшу тупса хоккей лапамĕ уçнă. Унта паян та ял тăрăхĕнчи çамрăк хоккеистсем район, республика шайĕнчи тупăшусене хатĕрленеççĕ.
Юрий Владимирович общество ĕçĕнче те хастар пулнă. Ăна ентешĕсем темиçе хутчен те Упи ялĕн, Красноармейски районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланă. Вăл район парламентĕнче социаллă политика, сывлăха сыхлас, культура, вĕрентÿ тата халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссире тăрăшнă. Чыслă ĕçшĕн ентешĕме вĕрентÿ, ытти тытăмри Хисеп хучĕсемпе, Дипломсемпе чысланă, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят панă.
Çемьеллĕ Юрий Владимирович. Унăн мăшăрĕ — хăйĕнпе пĕрле Упи шкулĕнче пĕлÿ пухнă Валентина Николаевна. Пайсупин хĕрĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет — авт./ физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн тăван шкулта тăватă теçетке ытла çул ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ.
Паян Федоровсем тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Кил хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие патшалăха сутаççĕ, çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Тату пурнăнаççĕ Федоровсем, хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă капмар та хăтлă çуртра ватлăх кунĕсене ирттереççĕ. Икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ Сергей ашшĕ çулĕпе кайнă. Аслăпĕлÿллĕ. Хальхи вăхăтра Упи вăтам шкулĕнче истори учителĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах Сергей Юрьевич — шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ те. Татьяна хĕрĕ район администрацийĕн финанс пайĕн секторĕн заведующийĕнче – тĕп бухгалтерĕнче ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Саша Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче цех пуçлăхĕнче вăй хурать. Ачисем, мăнукĕсем Янмурçин ялне тăтăшах килсе çÿреççĕ. Савăнаççĕ вĕсемпе аслă Федоровсем.
Юрий САМСОНОВ.