20 мая 2021 г.
Трак ен тăрăхĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ сăвăра курман çеç мар, ун çинчен илтмен те пуль.
Чăваш çĕрĕнче çак чĕр чунсен пĕртен-пĕр ушкăнне вăрçă çулĕсенче Елчĕк районĕнчи пĕр ял çумĕнче асăрханă. Хальхи вăхăтра сăвăрсем Трак тăрăхĕнче те пур. Ăна пĕр çирĕм çул каялла Çĕрпÿ районĕнчи сунарçă Тивĕш ялĕ çумне килсе янă. Унтан вĕсем ĕрчесе Кĕçĕн Шетмĕ шывĕн çырми тăрăх Трак ене те çитнĕ.
Мĕнле чĕр чун-ха вăл? Сăвăр — пакша йăхĕнчи кăшлакан чĕр чун. Çак ушкăнри пĕртен-пĕр шултра чĕр чун. Унăн тăршшĕ 50-70 см. Çу кунĕсенче вăйлă ÿт хушать, вунă килограмм та çитет. Çав шутра кĕлеткинчи тата ăшри çăвĕ икĕ кило таран пулать. Унăн кĕлетки сарлака, ури кĕске те вăйлă, чĕрни шултра. Пуçĕ лапчăк та пысăк, мăйĕ кĕске. Хÿри вун пилĕк сантиметр таран. Унăн çемçе те ăшă тирĕнчен çĕлĕк çĕлеççĕ. Çăвĕ уйрăмах хаклă. Унпа нумай чиртен сипленеççĕ. Сăвăр çăвне ÿпке чирĕнчен, юн сахаллинчен, иммунитета çирĕплетме çиеççĕ. Ăна хатĕрлеме çунарçăсем Казахстан хирне çÿреççĕ. Унта уйрах тытнă сăвăрăн çăвне шăратаççĕ, тирне пĕчĕк шалчасем çине карăнтарса типĕтеççĕ. Какайĕ çемçе те тутлă. Ăна хуранта пĕçерсе кăмакара типĕтеççĕ. Çăвне те, ашне те пĕчĕк ачасене çитерме юрать.
Хăйĕнчен тата каяшĕнчен те шăршă кĕмест. Хĕл кунĕнче çĕр шăтăкĕнче çывăрать. Çулла икĕ-виçĕ метр, хĕлле пилĕк-çичĕ метр тарăнăшĕнче йăва тăваççĕ, тăршшĕ утмăл метрах çитет. Шăтăкĕ умĕнчи çĕре чавнă пирки тĕмеске пулать. Сăвăр çав тĕмеске çине тухса выртать е ури çине тăрса тавралăха пăхать. Хăрушлăха сиссен хыттăн шăхăрса ыттисене систерет. Çум курăкпа апатланаççĕ. Çавна пула ял хуçалăхне сиен кÿмеççĕ. Шыв ĕçмеççĕ, курăк çинчи сывлăмпа пурăнаççĕ. Пуш уйăхĕнче ыйхăран вăранса шăтăкран тухаççĕ. Авăн уйăхĕнче хĕл каçма выртаççĕ.
Пĕр сăвăр ами çу каçиччен виçĕ-ултă çура çăвăрлать. Çурисемпе икĕ çул пĕрле пурăнаççĕ. Виççĕмĕш çул кăна амăшĕнчен уйăрăлаççĕ. Аçи ами çурисене пăхнă чухне уйрăм пурăнать. Хĕл каçма кăна пĕр шăтăкра пĕрлешеççĕ. Сăвăрăн тăшманĕсем — хуçасăр çапкаланса çÿрекен йытăсем, кашкăрсемпе шакалсем тата ăмăрткайăк.
Геннадий НИКОЛАЕВ.
Липовка ялĕ.