АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçа пулас килет, е Документсене тĕрĕс хатĕрлеменнин пăтăрмахĕсем çинчен

20 мая 2021 г.

 

 

Руссаков 2006 çулхи авăн уйăхĕнче Бережнаяран 35 пин тенкĕпе садра лаптăк туяннă. Укçине перекет кĕнеки çине куçарса панă. Суту-илÿ килĕшĕвне хут çине çырса çирĕплетмен. Сăмахпа калаçса татăлни те çителĕклĕ тесе шухăшланă. Çавна май регистраци органне нимĕнле документ та çитмен. Апла-тăк харпăрлăх прави те пĕр хуçаран теприн патне куçман.

Тÿрĕ кăмăллă пахчаçă Руссаков сад юлташлăхне кĕнĕ, лицевой счет уçнă, внозсене вăхăтра тÿлесе пынă. Пахчана йĕркене кĕртнĕ тата çурт-йĕре хăтлăлатнă чухне вăл хăй хушма хуçалăхăн тулли праваллă хуçи пулманни пирки чухламан та. 15 çултан тин ăнланса илнĕ. Пĕррехинче пахчана çитнĕ те… калиткерен малалла иртеймен. Çăрана такам улăштарса хунă.

Кăшт вăхăтран çакă палăрнă. Сад участокĕ еткерлĕх йĕркипе Бережнайăн хĕрĕ çине куçнă. Çакна судпа çирĕплетнĕ. Паллах, Руссаков çак йышăнупа килĕшме пултарайман. Ку таранччен вăл çав лаптăка сахал мар укçа хывнă-çке, вăй-халне нумай пĕтернĕ. Анчах та Чăваш Республикин Аслă сучĕ арçын майлă пулман. Суту-илÿ килĕшĕвне хут çине çырса тата ăна сутаканпа туянаканăн алă пусса çирĕплетмеллине палăртнă. Куçман пурлăха сутмалли документ, тĕрĕс хатĕрлемесен, саккунлă вăя кĕреймест.

«Шел те, çакăн евĕрлĕ тĕслĕх пĕрре кăна мар тĕл пулать, — терĕ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн право пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Захарова. — Хваттер, çурт, çĕр лаптăкĕ е урăх тĕрлĕ куçман пурлăх туяннă чухне документсене тĕрĕс хатĕрлемелле, харпăрлăх хуçин прависене регистрацилессине те вăраха ямалла мар».

 

Ольга ЛЕБЕДЕВА,

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн

ертÿçин пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика