АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамай пилĕ

13 мая 2021 г.

Ĕлĕкрен ача-пăча асламăшĕпе çитĕннĕ. Кукамай хăнана пырса çÿренĕ е мăнукĕсем ун патне савăнсах чупнă.

Кукамайпа калаçнă, юмахланă, вăрмана, улăх-çарана пĕрле çÿренĕ вăхăтсем халĕ те асăмрах. Эпир ÿснĕ вăхăтра атте-анне килте ларман, колхозра вăй хунă. Килти ĕç ытларах асаннесемпе кукамайсем çине тиеннĕ. Ача-пăча вĕсен хÿттинче пулнă. Асаннесем мăнуксемпе калаçса йăпанатчĕç. Пирĕн кукаçи Ермолай Ермолаевич Белоусов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Паттăрсен вилĕмĕпе çут тĕнчерен уйрăлнă. Шел, кукаçи тăватă ачине ăшшăн çупăрлайман, вĕсем епле ÿснине курайман. Эпĕ ăна çемье архивĕнче сыхланса юлнă пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкре çеç курнă. Вăрçă пуçланнă çул кукамай 31 çулта пулнă. «Анне мĕнле чăтнă-ши?» — тетчĕ манăн анне час-часах. Амăшĕн тертлĕ пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă май шăпăр-шăпăр юхса анакан куççуль тумламĕсене пит çинчен шăла-шăла илсе мана та хурлантаратчĕ.

Кукамайăн çÿçĕ шап-шурăччĕ. Пит çăмартисем шалалла кĕрсе пĕркеленнĕччĕ. Кăмăлĕ ăшă çанталăк пек лăпкăччĕ. Сăн-питĕнче ялан çемçе кулăччĕ. Мана ялти ватăсем «чăн Ярмань арăмĕ, кукаму пек эсĕ» тетчĕç. Чунăм хĕпĕртетчĕ вара.

Кукамай калавĕсем мана кинона аса илтереççĕ. Вăл вăрçă паттăрĕ мар, унăн çар наградисем те çук. Анчах унăн пурнăçĕ хисепе тивĕçлĕ. Вăрçă çулĕсенче тылра тăрăшса фашизма çĕнтерме тÿпе хывнă. Çĕршыв историне çынсем çыраççĕ. Кукамайăм пурнăçĕ те ку енĕпе чĕрĕ тĕслĕх пулса тăрать. Манăн шухăшпа, кашни çемьерех кукамай пеккисем пур.

Эпĕ çуралнă чухне кукамай 54 çулта пулнă. Кушар ялĕнче ултă пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. 1910 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче чухăн çын çемйинче çуралнă Серафимăна вăтам хуçалăхра çитĕннĕ Ярмань ятлă каччă юратнă, вĕсем часах çемье çавăрнă. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе килти хуралтăсене çирĕплетнĕ. Юратура тăватă ача çуралнă.

Кукамай пĕччен тăрса юлсан та хуçăлса ÿкмен, пур йăвăрлăха çĕнтерсе пынă, ачисене — Веня, Нина, Фея, Вера — ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă, хăйсем тĕллĕн пурăнакан çынсем тунă. Икĕ хĕрĕ Нинăпа /манăн анне/ Фея тăван ялта Сурăмхĕрринче тĕпленнĕ, çемьеллĕ. «Россия» колхозра вăй хунă. Ывăлĕ Веня, ветеринари наукисен кандидачĕ, Владимир облаçĕнчи Покров хулинче тĕпленнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Вера Шупашкарта тĕрлĕ организацире водительте тăрăшрĕ. Кукамай ачисенчен паян Фея акай кăна пурăнать. Вăл тĕп киле юлнă. Мăшăрĕпе тăватă ача ÿстернĕ. Вĕсен хÿттинче пурăннă кукамай. Эпир ун патне кайса çÿренĕ. Веня кукка вĕреннĕ çын пулнипе тăван килте тĕпленмен. Хула пурнăçне суйласа илнĕ. Укçа-тенкĕ хĕсĕк пулнипе хĕрĕсем вĕренме каяйман.

Кукамай каласа панă тăрăх, вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Вĕсем виçĕ тĕрлĕ налук тÿленĕ: патшалăха аш-какай, сĕт-çу, çăмарта панă. Килте юлнине сутнă, налук валли укçа кирлĕ пулнă. Çиме çăкăр та çитмен, хăшĕсен çĕр улмийĕ те хĕл варринчех пĕтнĕ. Эй, вăл каласа панине, вĕсем мĕн курнине, тÿснине çырса та пĕтереес çук.

Кукамайăн çирĕплĕхĕ тĕлĕнтеретчĕ. «Ялти кашни çын кунĕн-çĕрĕн таçтан инçетрен телей килессе кĕтнĕ пек вăрçă чарăнасса кĕтеттĕмĕрччĕ», — аса илетчĕ вăл. Вăрçă çинчен калаçу пуçлансан унăн куçĕ шывланатчĕ, пирĕн çине пăхнă чухне çапах та çÿхе тути кулатчĕ. Эпĕ ăна çав тери юрататтăм. Мĕнешкел çепĕç, илемлĕ, ăшă сăмах — кукамай! Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вăл аннен амăшĕ тата эпĕ унăн мăнукĕ. Ăна аса илсен чĕрере ырă туйăм çуралать. Вăл — ăшă та çутă тивлет.

«Ĕмĕр пурăнасси — уй урлă каçасси мар», — тетчĕ пире. Чăнах, вăл вăхăтри пурнăç пачах хаваслă та çăмăл пулман.

Астăватăп-ха: апат вăхăчĕ çитнĕ пулсан та çемье пурте пухăнса çитмесĕр кукамай вĕри яшкана сĕтел çине лартмастчĕ. Ку пире йĕркене вĕрентнĕ. Сĕтел хушшинче кашнин хăйĕн вырăнĕ пулнă. Кĕреке пуçлăхĕ — кукамай. Вăл аллине кашăк тытсан пире те çиме юрать тенине пĕлтернĕ. Мĕнле йĕркелĕх! Кукамай çине юратса пăхатпăр. Пирĕн алăра та кашăк вылянать. Яшкана сĕтел çине тăкасран асăрханса çиетпĕр. «Яшкана сĕтел çине тăкса çисен упăшку ĕçекенскер пулать», — тет кукамай. Ятламасăр, сассине хăпартмасăр лăпкăн кăна калать вăл. Ара, камăн япăх упăшкаллă пулас килтĕр! «Апат çинĕ чухне сĕтел хушшинче урасене сулласа ларсан амăшĕ вилет», — тетчĕ тата. Камăн-ха хăйĕн амăшне вĕлерес килтĕр? Кукамай питĕ ăслăччĕ тата халăх педагогикине лайăх пĕлетчĕ. Урай шăлма тытăнсан пĕр чарăнмасăр шăлмалла. Чарăна-чарăна шăлсан упăшка кана-кана хĕнет имĕш. Ку ĕнтĕ пĕр пуçланă ĕçе вăхăтра вĕçлемелле тенине пĕлтерет. Çуп-çап хăварса шăлсан упăшка шатра питлĕ пулать иккен.

Вăл тирпейлĕхе, чăтăмлăха, йĕркелĕхе вĕрентнĕ вăхăтсем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Халĕ аса илетĕп те, унăн шкулĕ ытла та пуян пулнă-çке. Сăпайлăх шкулĕ те асрах. Çын патне кайсан: «Ман килес», — темелле. Хуçи: «Килех, тĕпеле иртсе лар», — тесен тин тĕпеле иртмелле. Урамра хирĕç пулаканран: «Мĕнле пурăнатăр? Мĕнле çÿретĕр?» — тата çавăн йышши сăпайлă сăмахсем каласа иртмелле тетчĕ.

Кукамайăн аллинче ĕç выляса тăнă. Пире çăм арлама вĕрентнĕ. Эпир арланă çип илемлех те, яка та пулман. Анчах вăл пире нихăçан та хăратса вăрçман. Унăн çиппи яка пулнăран ăна кура пирĕн те яка арлама вĕренес килнĕ.

Кĕрхи хĕвеллĕ кун кукамайпа пахчара хăмла татни те асрах. Вăл хăмла шалчисене ÿкерсе парать. Хăмла аврисене хамăр паталла туртатпăр, татма пуçлатпăр. Мăнукĕсенчен хăшĕ те пулин сÿрĕкрех ĕçлеме тытăнсан кукамай юмах калама пуçлать. Ĕçченлĕхпе юлхавлăх çинчен. Каласа пĕтерсен кукамай шăпланать. Апла пĕр-пĕрне итлемелле, тăрăшса ĕçлемелле, суймалла мар. Юмах итлесе хăмла татса пĕтернине сисмесĕрех юлатпăр. Кукамай пире ырлать. Çакăн пек самантсем яланах асра. Кукамай куç хупнă чухне те: «Туслă пурăнăр, ята ан ярăр», — терĕ. Татах та нумай каламалли, аса илмелли. Халь шутлатăп та — кукамай ытла та ырă, сăпайлă, пултаруллă пулнă-çке. Манăн ун çинчен чи ырă сăмахсемпе кăна аса илес килет. Пĕр сăмахпа каласан, ырă кăмăл, йĕркелĕх, ырă ĕç тăвасси ачалăхран пуçланать. Ачалăхра — пурнăç пуçламăшĕ. Пурнăç пуçламăшĕнче — кукамай. Ырра вĕрентнĕ кукамайăм, тайма пуç сана!

Халĕ ĕнтĕ кукамай та çук. Маншăн унăн сăнарĕ паянхи кун инçетри çăлтăр çути пек çуталса тăрать. 91 çул пурăнчĕ çĕр çинче. Хамăн кукамая, Серафимăна, чи сăпайлă сăмахсемпе асăнатăп. М. РОМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика