13 мая 2021 г.
«Чĕлхем тени те çитмелле пек, анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палăртаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр», – ăнлантарса çырнă Геннадий Волков академик 8-мĕш класс валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекинче.
Николай Егоров профессор шухăшĕпе вара, тăван чĕлхемĕр тивлетлĕ. Чăваш чĕлхине питĕ авал никĕсленнĕ чĕлхесен йышне кĕртеççĕ. Халĕ чăваш чĕлхи мĕн пур тĕрĕк халăхĕн аваллăхĕн тĕнчине уçса кĕмелли ылтăн çăраççи пулса тăрать. Акă мĕнле вăл тăван чĕлхемĕр! Çакăншăн пирĕн савăнса тăмалла, мăн-мăн асаттемĕрсен умĕнче çĕре çити пуç таймалла. Шухăшлăр-ха, куçпа виçейми, ăспа ăнкарса çитерейми пуянлăх парнеленĕ пире вĕсем. Вĕсем хăйсен тивĕçне пурнăçланă, пирĕн те ăна чыслăн тытса пырасчĕ: çамрăк ăрăва тăван чĕлхемĕрĕме юратма, хаклама, хисеплеме, чăваш пулнишĕн савăнма вĕрентесчĕ.
Мана Николай Марр тĕпчевçĕ сăмахĕсем тарăн шухăша ячĕç. «Вырăс чĕлхи ăçтан пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлес тĕлĕшпе чăваш чĕлхи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла». Çакна вуличчен вырăс халăхĕ чăвашсенчен маларах аталаннă халăх тесе шутланă. «Род» категори çук чĕлхесем чи авалхисем иккен. Çапла вара чăваш чĕлхи çак категорисĕр. Апла-тăк вăл — авалхи чĕлхе. Вырăс чĕлхинче вара пур. Вăл каярах пуçланнă чĕлхе. Акă мĕншĕн ĕмĕрлĕхе упрамалла чĕлхемĕре! Çакнах Василий Радлов та çирĕплетнĕ: «Чăваш чĕлхи историпе лингвистикăн чылай ыйтăвĕн паха çăл куçĕ пулса тăрать». Эпир пурте аван пĕлетпĕр: çăл куç типсен çăл типет. Çăл ан типтĕр тесен çăл куçне пăхсах тăмалла.
Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисем пĕрне-пĕри питĕ çывăх. Икĕ халăх кăна ытти тĕрĕке ăнланмасть: пĕри якут, тепри чăваш. Апла пулсан эпир – хăйне евĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх. Çавăнпа çак хăйне евĕрлĕ илемлĕ, янăравлă, пуян чĕлхемĕре пирĕн ĕмĕр упрамалла!!!
Çакна асра тытасчĕ тата: çухатма çăмăл, çухатнине тупма вара йывăр. Тăван чĕлхемĕре хăш-пĕр каппайчăк хыççăн кайса çухатас марччĕ. Г. РОМАНОВА.