13 мая 2021 г.
Мĕн вăл чĕлхе? Чи малтанах чĕлхе – çынсене хутшăнмалли хатĕр. Вăл пулăшнипе эпир пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне ăнланатпăр, канаш-сĕнÿ пама пултаратпăр.
Иккĕмĕшĕнчен, чĕлхе – информаципе пĕлÿ çăл куçĕ. Вăл пулăшнипе атте-анне пĕлнине, вĕрентнине ăса хыватпăр. Çавăнпа-и, тен, чăвашсем çапла калаççĕ: «Амăшĕн кăкăр сĕчĕпе ăс кĕменнине качака сĕчĕпе кĕртме çук».
Виççĕмĕшĕнчен, чĕлхе – вĕренÿ инструменчĕ. Вăл пулăшнипе этемлĕх тата тăван халăх ĕмĕрсем хушши пухнă пĕлĕве алла илетпĕр. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тет тăван халăх. Çакна хирĕçлеме çук, мĕншĕн тесен çыннăн вĕренÿ ĕçĕ тĕрлĕ шайри шкулпа кăна вĕçленмест. Ăс-тăна пурнăçран уйрăличченех çирĕплетсе пымалла. Унсăрăн самана таппинчен юлса пыратăн.
Тăваттăмĕшĕнчен, чĕлхе – халăх ăсĕ, мулĕ. Халăх ăс-хакăлĕ ваттисен сăмахĕсенче, тупмалли юмахсенче, сăнавсемпе паллăсенче, юмах-халапра, юрă-кĕвĕре упранать. Вĕсене ăса хывма тăван чĕлхе кăна пулăшма пултарать. Вĕсене пĕлни пирĕн чуна пуянлатать, çынлăх туйăмне аталантарать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, чĕлхе – чун апачĕ. Тепĕр чухне тĕрлĕ сăлтавпа çĕршывăн е тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулатпăр. Унта эпир пурте пĕлекен чĕлхепе калаçатпăр, хутшăнатпăр. Анчах та тăван чĕлхешĕн тунсăхлатпăр, мĕншĕн тесен вăл асатте-асаннене, кукаçи-кукамая, атте-аннене тата ытти тăвана аса илтерет. Аякра ăнсăртран ентеше тĕл пулсан çав тери савăнатпăр, унпа чун каниччен тăван чĕлхепе пуплетпĕр.
Улттăмĕшĕнчен, чĕлхе – культура аталанăвĕн никĕсĕ. Чĕлхе хистенипе тата ыйтнипе пирĕн литературăпа искусство аталанать. Тăван халăхăн поэзийĕ, прози тата драматургийĕ çĕнĕ шая çĕкленет. Константин Ивановăн «Нарспи» поэми, Çеçпĕл Мишшин çулăмлă сăввисем, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕ, Александр Артемьевăн «Салампи» повеçĕ, Федор Павловăн «Ялта» драми тата ытти нумай хайлав классика пулса тăнă, пире паянчченех ăс-хакăл пуянлăхне туйса илме пулăшаççĕ. «Çынна сĕтел çинче çăкăр пулни кăна çырлахтармасть, ăна чун апачĕ те кирлĕ», – теççĕ халăхра. Чĕлхе — искусствăна аталантармалли меслет. Юрă-кĕвĕ ăсталăхĕ, ташă пултарулăхĕ, театр, опера-балет тата ытти жанр пирĕн чуна киленĕç кÿреççĕ, нумай енлĕ аталаннă çын пулма май параççĕ.
Çиччĕмĕшĕнчен, чĕлхе – воспитани ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен, сапăрлăха аталантаракан хатĕр. Чĕлхе урлă эпир обществăри йĕркесене ăса хыватпăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕренетпĕр, хамăра çын хушшинче тытма хăнăхатпăр.
Чăваш халăхĕ тăван чĕлхене мул, пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Чăваш чĕлхинче йышăннă сăмахсене шута илмесен 40 пин сăмах кăна пулин те, унпа хăть мĕнле ăнлава та уçса пама пулать. Тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки акă мĕн каланă ватăсем: «Пĕр чĕлхе пĕлекен пĕр çын шутне, ик чĕлхе пĕлекен ик çын шутне ларать», «Чĕлхе тăрантарать», «Чĕлхе Атăла та картлать», «Чĕлхе Мускава та çитерĕ», «Тĕнчене чĕлхе тытса тăрать», «Çуралсанах вĕреннĕ чĕлхе виличченех манăçмасть», «Чĕлхе пĕлсен пытарнă мул та тупăнать», «Чĕлхе пĕлсен чĕкеçпе те калаçма пулать».
Тăван чĕлхене малашнехи ăрусем валли упраса хăварас тесен унпа усă курмалла. Халăхра икĕ чĕлхелĕх аталанни те аван, анчах тăван чĕлхене манăçа кăлармалла мар. Ăна манни хамăрăн йăх кун-çулĕнчен писниех пулать. Ун пек халăх çыннине манкурт теççĕ. Икĕ чĕлхелĕх кăна мар, виçĕ-тăватă чĕлхелĕхе те аталантармалла. Пире çакă тĕнчене тухма пулăшĕ. Глобализаци тапхăрĕнче çынсем пĕр çĕршывран теприне куçса çÿресси вăйланчĕ. «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс», – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ чăваш халăхне çутта кăларассишĕн çур ĕмĕр ытла тăрăшнă Иван Яковлевич Яковлев.
Чăваш Республики – чăваш халăхĕн тăван çĕршывĕ. «Тăван çĕршывăн тусанĕ те, пылчăкĕ те ылтăн», – тенĕ пирĕн ăсчахсем. Чăваш чĕлхи, патшалăх чĕлхи, телевиденипе радио чĕлхи, литературăпа искусство чĕлхи, хутшăнупа кăмăл-сипет чĕлхи пулса тăнăскер, кунран-кун аталантăр, илемлентĕр. Тăван чĕлхе — Турă панă чĕлхе, ăна манма юрамасть. Чĕлхе пур – халăх пур, чĕлхе çук – халăх çук. Халăх çук пулсан республикăмăр та хăйĕн титулăхне çухатать. Апла пулсан тăван чĕлхемĕре упрар, сыхлар.
В.МИХАЙЛОВ.