13 мая 2021 г.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Канашлура пăхса тухнă тĕп ыйту тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăнчĕ. Карай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ангелина Никандрова тăван чĕлхене вĕрентнĕ май ачасен ăсталăхне аталанма майсем туса парасси пирки тухса калаçрĕ. Унтан педагогсем С. Назарова 9-мĕш класра А. Хмытăн «Сарă чечек — уйрăлу палли» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Синкерлĕ пулчĕ çамрăклăх» уçă урока итлерĕç, ăна тишкерсе хак пачĕç.
Ларура çавăн пекех методика пĕрлешĕвĕн çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетрĕç. И.ФЕДОРОВА.