13 мая 2021 г.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Трак ен боксерĕсем Вăрмарта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 76 çул çитнине халалланă тата вăрçă ветеранне Меркурий Николаева асăнса ирттернĕ тупăшăва хутшăннă.
Турнирта Вăрмар, Красноармейски, Шупашкар, Çĕрпÿ, Элĕк, Канаш, Куславкка районĕсен спортсменĕсем тупăшнă. Трак ен спортсменĕсем çивĕч кĕрешÿре япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Антон Тимофеев, Антон Егоров, Вениамин Михеев, Павел Федоров çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Егор Ефимов, Александр Никифоров, Константин Ельмаков, Павел Соколов, Роман Романов, Артем Ефимов, Дмитрий Карпов иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Трак енсем хăйсен çĕнтерĕвне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса фашизма хирĕç çапăçнă ветерансене халалланă.
Андрей ТИМОФЕЕВ,
тренер-преподаватель.