АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕсене хисеплесе

06 мая 2021 г.

 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хусан таврашĕнче хÿтĕлев чиккисене тăвакансен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне ĕмĕрех асра хăварма Тăвайран Улянкă ялнелле кайнă вырăнта «Тыл ĕçченĕсене» ятлă стела лартнă.

Никам та хирĕçлемен

Ку тăрăха окоп чавма тĕрлĕ районтан çынсене илсе килнĕ. Пĕр кунта, тĕслĕхрен, Канаш районĕнчен — 3325, Красноармейски районĕнчен — 3218, Шăхасан районĕнчен — 4150, Тăвай районĕнчен 3501 çын ĕçленĕ. Вĕсем чăннипех те паттăр ĕç тунă. Красноармейски районĕн çыннисем, сăмахран, Çĕнĕ Пуянкассипе Элпуç тăрăхĕнче 10,6 çухрăм çĕр чавнă, 147,9 пин кубла метр тăпра кăларнă. Шăхасан районĕнчен килнисем Тăвай, Çăлпуç, Мучар еннелле 12,9 çухрăм кайнă. Тăвай районĕн халăхĕ Тенеяль тăрăхĕнче 165,1 пин кубла метр çĕр чавнă. Хусан хÿтĕлевĕн /обвод/ тăршшĕ 434 çухрăм /Мари, Чăваш, Тутар çĕрĕсем çинче/ пулнă. Çак шутран 103 çухрăмĕ Чăваш Республики /Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай районĕсем/ тăрăх иртнĕ.

Чи малтан Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче ĕçлеме пуçланине калаççĕ. Çавăнпа та асăну палăкне Тăвай тăрăхĕнче лартма шут тытнă.

2010 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине паллă тăвассине йĕркелекен ушкăнăн анлă ларăвĕнче «Тыл ĕçченĕсем» стела лартма йышăннă. Пархатарлă ĕçе район çыннисем, предприяти-организаци ертÿçисем кÿлĕннĕ. Никам та турткаланса тăман. Урăхла пулма та пултарайман. Пурте тенĕ пекех фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен ачисем-çке!

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче стела уçнă ятпа митинг иртнĕ. Палăк умĕнче Тăвайри вăтам шкул ачисем хисеплĕ хуралта тăнă. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерÿ ялавĕсем вĕлкĕшнĕ. П.М. Меркурьев хÿтĕлев чиккине тăвакансене халалланă диорамăпа усă курса хатĕрленĕ баннер уява илемлетнĕ. Митинга пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Иванов, тыл ĕçченĕсем М.Я. Сорокина, М.М. Катякова /Тăвай/, Н.Г. Григорьева /Канаш районĕ/, М.И. Сурмин /Йăнтăрчă/, Канаш тата Тăвай районĕсен, Канаш хулин çар комиссарĕ Ю.В. Барышов, запасри подполковник Н.А. Степанов тухса калаçнă. Хаяр та асаплă çулсене аса илнĕ хыççăн çынсен кăмăлĕсене çемçетме Тăвайри вăтам шкулĕнчи хĕрачасен ушкăнĕ юрă-сăвă парнеленĕ. Юлашкинчен тыл паттăрĕсене сума суса янкăр тÿпене фейерверк çутипе ялкăштарнă, стела умне чечексем хунă.

Кашни пайĕн —хăйĕн пĕлтерĕшĕ

Танксен çулне пÿлмелли «чĕрĕп» – виçĕ рельс татăкĕнчен шăратса çыпăçтарнă ултă вĕçлĕ конструкци. Мускава хÿтĕленĕ çĕрте çакăн евĕрлĕ 40 пине яхăн хатĕрĕпе усă курнă. «Чĕрĕп» – шанчăклă сыхлăха пĕлтерет. Вăл – хÿтĕлев чиккин символĕ!

Стелăна çÿлти вĕçĕсене шĕвĕртнĕ, пĕлĕтелле çĕкленекен икĕ П саспалли евĕрлĕ швелерсенчен тунă, унăн çÿллĕшĕ 4,5 метр. Çак хĕç фронтри салтаксемпе тыл ĕçченĕсем Çĕнтерĕве пĕрле туптанине пĕлтерет. Ку вăл – Çĕнтерÿ хĕçĕ. Ăна Волгоград хулинчи «Тăван çĕршыв Анне чĕнет!», Берлинти «Çар çынни — йĕрке тăвакан», Магнитогорскри «Тыл-фронта» палăксенче мăнаçлăн кăтартнă.

Палăкăн çÿлти пайĕнче мрамортан хатĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне вырнаçтарнă. Вăл стела çак вăрçăпа çыхăннине уçса парать. Ку орден вăрçăра паттăрсене чысламалли пĕрремĕш награда пулнă. Çавăн пекех вăл — степеньлĕ орденсенчен пĕрремĕшĕ. Тата унăн тепĕр уйрăмлăхĕ – ытти наградăна ветеран пурнăçран уйрăлсан патшалăха тавăрса памалла пулнă /1977 çулччен/, кăна вара çемьерех хăварнă. Пĕрремĕш наградăна Харьков енчи çапăçусенче палăрнă артиллеристсем тивĕçнĕ.

Чĕрĕп çинчи мрамор плита çине «Здесь с 25 октября 1941-го по 25 января 1942 года героическим трудом чувашских крестьян-колхозников была построена линия обороны» тесе çырнă. Палăк таврашĕнчи лаптăка бетон плита сарнă, йĕри-тавра пĕчĕк тимĕр юпасем лартнă, вĕсене сăнчăрсемпе сыпăнтарнă. Сăнчăрсен хăйсен пĕлтерĕшĕ — вăл ăрусен татăлман çыхăнăвне пĕлтерет.

Çамрăксем манмаççĕ

Палăка Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем пăхса тăраççĕ. Кашни çулах кунта Çĕнтерÿ кунĕнче иртекен митингра «Пурăн тата аса ил» юрă конкурсĕн çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Хĕлле çамрăк йĕлтĕрçĕсем хÿтĕлев чиккипе Нюшкассинчен стела патне çитиччен чупса тухаççĕ, çак ăмăртусене 2005 çултанпа пине яхăн вĕренекен хутшăннă.

Нюшкасси, Элпуç, Çĕнĕ тата Кивĕ Пуянкасси, Тăвай ялĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суса лартнă палăксем умĕнче митингсем ирттереççĕ. Çу уйăхĕнче велосипедсемпе тата автомашинăсемпе районти палăксем патĕнче пуç тайнă хыççăн стела патне пуçтарăнаççĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа шкулта çамрăк тĕпчевçĕсен отрячĕ ĕçлеме пуçланă, кашни класс видеоролик, альбом хатĕрленĕ. Ÿкерчĕксен, сăвăсен, сюжетлă композицисен конкурсĕсенчи пахалахлă ĕçсемпе усă курса ятарлă кĕтес йĕркелесшĕн.

Çамрăксене вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, аслă ăрури çывăх çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче паттăрлăх кăтартнă тыл ĕçченĕсене ялан асра тытма, вĕсенчен йывăр самантсене парăнтарма тĕслĕх илме вĕрентме тăрăшаççĕ.

 

В. ШАКРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика