АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял кун-çулĕ

06 мая 2021 г.

 

Пайсупин ялĕн кун-çулĕ тата шăпи пирки чылай автор хăйсен кĕнекисемпе ал çырăвĕсенче каласа кăтартнă.

Акă, Владимир Константинов-Улăхсем çыравçă-тавра пĕлÿçĕ 1995 çулта «Трак тăрăхĕнчи ялсем» кĕнекере Пайсупин икĕ яла пĕрлештерсе тăнине ĕнентерет: Пайсупин Мамçа /вырăсла ăна Мачисова Мамзя та тенĕ/ тата Турхан /Торханы/ пулнипе паллă. 1859 çулта Мамçара 13 хуçалăхра — тăватшар çын, Турханта 38 çемье пурăннă. 1989 çулхи çыравра икĕ ялти 195 çемьере 223 çын шутланни паллă. 1995 çулта 107 килте 277 çын тĕпленнĕ.

Яманакри Эдисон Патмар тĕпчевçĕ, çыравçă, фольклорист 1995 çулта Красноармейски районĕ 60 çул тултарнă май «Добро пожаловать в деревню» кĕнеке кăларчĕ. Эдисон Иванович XVI ĕмĕрччен Трак тăрăхĕнче Упи, Кушар, Трак, Тусай, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Янмурçин тата ытти хăш-пĕр ял никĕсленнине çирĕплетет. Тĕслĕхрен, XVI-XVIII ĕмĕрсенче 87 ял ÿссе ларнă. Пайсупин /Мамçа Упи/ XVII ĕмĕрте вăй илнĕ-мĕн. Çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 1858 çулта Пайсупинра 23 килте 143 çын пурăнни паллă.

Л. Ивановăн «Чувашия: формирование этнографических групп и подгрупп» кĕнеке Пайсупин ялĕн историне ытти тĕслĕхпе пуянлатать. Лукиян Иванович палăртнă пекех Упи-Янмурзин 1782 çулччен вулăс центрĕ пулнă. Упи вулăсĕ Пĕрремĕш Упи — Янмурçин, Иккĕмĕш Янмурçин, Виççĕмĕш Янмурçин тата Тăваттăмĕш Янмурçин ялĕсене пĕрлештернĕ.

В. Димитриев тĕпчевçĕ 1993 çулта тăван тавралăх историйĕпе кăсăкланакансене «Чувашские исторические признания» кĕнеке парнелерĕ. Вăл унта Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринчи Чиркÿллĕ Упи ялĕ XVI-XIX ĕмĕрсенче çывăхра вырнаçнă ялсемпе /çирĕме яхăн/ çыхăннине çирĕплетет. Асăннă тапхăрта ку тăрăхра тăватă Янмурçин çĕр обществи пулнă. 1875 çулта Виççĕмĕш Янмурçин ушкăнне Турхан, Чаканар, Васнар, Кĕрекаç, Çĕньял Упи тата ыттисем кĕнĕ. Çакна асăнни вырăнлă: ĕлĕк-авал вăрманти ирĕк çĕре е пушă лаптăка чи малтан пĕр ял /общество/ йышăнса хăй çумне çирĕплетнĕ. Ку çĕр вара талккăшĕпех малтан йышăннă обществăн шутланнă, ăна çав ял ячĕпе чĕннĕ. Урăх вырăна куçса ларнă çынсем çав çĕрпе усă курнă пулин те, тĕп яла /обществăна/ пăхăннă. Çавăнпа та вĕсен хăйсен уйрăм ялĕ çумне тĕп ял ятне хушса çырма тивнĕ.

Николай Егоров профессор «Упи ялĕсен историйĕ» ĕçĕнче XVIII ĕмĕр тĕлне Упирен тухса чăмăртаннă ялсен йышĕнче Пайсупина /Мамçа Упи/, Турхана /Турхан Упи/ асăнать.

2015 çулта райхаçат страницисенче Анатолий Прокопьевăн «Мамçа, Пайсупин е Турхан Упи?..» историллĕ пысăк материал пичетленнĕччĕ. Автор виçĕ ял тата Матьшу юхан шывĕн хĕрринчен, Чиркÿллĕ Алманч çывăхĕнчен, куçса хăпарнă урам /околодок/ тавра сăмах хускатать. Аслă ăру çыннисен аса илĕвĕсемпе килĕшÿллĕн, Пайсупин Матьшу юхан шывĕ пуçланнă çĕререх, Канаш районĕнчи Вăрман Енĕш çывăхнерех Канаш, Ямаш, Ачча пасар çулĕ çинче, вырнаçнăран час-часах вăрă-хурах çаратнă. Пĕчĕк ял çыннисем çав пусмăртан хăтăлма шутласа вăрман тăрăхне çурçĕр еннелле куçса кайнă. Мĕне пĕлтерет-ха Пайсупин? Анатолий Данилович çырнă тăрăх, çак ят таса çăл куç шывĕпе çыхăннă. Ялта тутарсем те пурăннă-ши? Сиплĕ шыва тутансан: «Бай су, бай су», — тесе тав тунă чăвашсене. Чăвашла вăл «пуян шыв» тенине пĕлтерет. Ăвăс çырмин хĕвел тухăç енчи çыранĕ тăрăх Мамçа урамĕ ÿссе ларнă. Вăл кăнтăралла пысăкланнă, çурт-йĕрпе тата хуралтăсемпе пуянланнă.

Ентешĕм Мамçана пуçарса яракансен йышĕнче Тямань таврашне — Данил Федорова палăртать. Çĕр ĕçĕпе тата суту-илÿпе палăрнă вĕсем.

Канаш районĕнчи Ямашра пурăнакан Александр Стеклов тавра пĕлÿçĕ 2019 çулта райхаçатра «Юмахри пек çуралнă тата ун хыççăн çĕнĕ вырăнта каллех çĕнĕлле чĕрĕлсе ларнă Пайсупин ялĕн историйĕ» пысăк статья пичетлерĕ. Ку ыйтупа вăл Мускаври тĕп архивра чылай ĕçленĕ. Пайсупин пирки пуçласа 1723 çулта çырнине асăнать вăл. Тĕслĕхрен, XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Пайсупин ялĕ Шупашкар уесĕнчи Кувшинка вулăсне кĕнĕ. Ямашпа Питикасси /Канаш районĕ/ çумĕнчи пĕчĕк ял пулнă.

1740 çулта Сĕве, Шупашкар тата ытти уесĕсенче иккĕмĕш çырав ирттернĕ. Ун тăрăх Сĕве уесĕнчи Шăхаль вулăсĕнче Мачисова-Мамçа ятлă ял пулни паллă. Асăннă ялтан Мамçа выççăлкки Мамçа юхан шывĕн /халь Матьшу/ хĕррине сулахай енне вырнаçса ларнă. Вĕсене хирĕç юхан шыв урлă Алманч ялĕ вырнаçнă.

Ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Н. Григорьев /1925/ çирĕплетнĕ тăрăх, унăн ашшĕ Кирук мучи Анатри Мамçа улăхĕнчен курăк çулса турттарнă. Кашни çĕр лаптăкĕ шутра, ятлă пулнă çав вăхăтра. Çак ыйту Алманчсемпе Анатри Мамçасене хирĕçтернĕ, алла пуртăсемпе сенĕксем тыттарнă. А. Прокопьев ĕç ветеранĕ, тавра пĕлÿçĕ çапларах аса илет: «Çĕршывра хресчен çĕр пайĕсене /ятан çĕрĕсене/ акса-лартса тума меллĕрех пултăр тесе, пĕр çĕре пуçтарса ялсем çывăхĕнче виçсе-уйăрса пама пуçланă. Алманчсем çĕр лаптăкне виçекенсемпе килĕшсе татăлса Анатри Мамçара пурăнакансен çĕр лаптăкĕсене Тури Мамçапа çумăнах виçсе панă. Çапла майпа çак вăхăтра Анатри Мамçара 18 хуçалăх пулнă, 16-шĕ Тури Мамçа çумне кăнтăралла икĕ ретпе вырнаçса тухнă. Вĕсен шутĕнче Матьшу юхан шывĕн арман хуçи Александр Танаевский вырăс та пулнă…»

Мамçара пурăннă Н. Яковлев та Анатри Мамçа тавра хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕччĕ: «Ял вырăнне Шăхасан салин вырăсĕ Танаевский суйласа илнĕ. Çак тĕллевпе вăл тепĕр 7-8 çемьепе пĕрле ку вырăна куçса килсе тĕпленнĕ, шыв арманĕ туса лартса ăна ĕçлеттерме пуçланă. 1919 çулта Анатри Мамçа Тури Мамçапа юнашар пырса ларнă».

А. Стеклов тавра пĕлÿçĕ архив хучĕсем тăрăх 1752 çулта Кувшинка вулăсĕн йышĕнче Байсубино-Мамçа ятлă ял пулнине ĕнентерет. Ĕлĕк пурне те пĕр сăлтав — çĕр лаптăкĕсем тивĕçменни канăçсăрлантарнă. Ямаш ялĕ çумĕнче вырнаçнă Пайсупин ялĕн çĕр сахал пулнă ĕнтĕ. Çĕрпе усă курнăшăн ясак тата ытти налук тÿлемелле пулнă.

 

Г. ТУСЛИ.

/Малалли пулать/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика