АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсен ĕçĕ — манăçми

06 мая 2021 г.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен чăваш халăхĕ те мирлĕ ĕçе пăрахса алла хĕç-пăшал тытнă.

Çынсен хура-шурне сахал мар курма тивнĕ, анчах нимĕнле йывăрлăхпа хăрушлăх умĕнче те пуç усман, чăтăмлăхпа хăюлăх кăтартнă. Çĕнтерĕве çывхартас çĕрте тыл ĕçченĕсен тÿпи те пысăк. Фронт куллен хĕç-пăшал, тумтир, апат-çимĕç ыйтнă. Вăрçă хирĕнче вăй питтисем çапăçнă. Ялта хĕрарăмсем, ватăсем, ача-пăча юлнă. Йывăрлăхĕ вĕсем çине тиеннĕ.

 1941 çулхи кĕркунне тăшман Мускав çывăхнех çитнĕ. Тĕп хулашăн хаяр çапăçусем пынă. Шăп çак вăхăтра çĕршыва ертсе пыракансем Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума йышăну кăларнă. Тĕп ĕç 1941 çулхи хура кĕркунне пуçланнă. Виçĕ уйăха тăсăлнă строительство ĕçĕсене ватăсем, хĕрарăмсемпе ачасем хутшăннă. Çав йышра Алманч ял тăрăхне кĕрекен Нимĕчкасси хĕрĕсем те пулнă. Акă вĕсем: Татьяна Яковлева /1920/, Мария Алексеева /1921/, Ольга Миронова, Анна Степанова, Серафимова Никандрова, Мария Фомина, Нина Антонова /1923/, Пелагея Иванова, Ирина Тимофеева /1925/, Иустиния Леонтьева /1926/, ыттисем. Паян пирĕн хушăмăрта иккĕн çеç: Пелагея Ивановăпа Ирина Тимофеева.

Ирина Тимофеева аса илнĕ тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна Çĕрпÿ патне аэродром тума янă. Унтан таврăнсан икĕ эрнерен Тăвай тăрăхĕнчи Пуянкасси çывăхне хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре ăсатнă. «Виçĕ метр тарăнăш, тăватă метр сарлакăш траншейăсене питĕ сивĕ çанталăкра кĕреçепе, лумпа чаваттăмăр, — тет Урине аппа. — Пит çăмартисене тăм илсе яратчĕ, ал тупанĕ хăмпăланса тухатчĕ. Темле йывăр пулсан та ĕç нормине тултарнă. Кăткă евĕр чакаланаттăмăрччĕ. Выçăллă-тутăллă пурăннă. Çын патĕнче выртса тăраттăмăр». Вăрçă хыççăн ентешĕм вербовкăпа Кострома, Иркутск таврашĕнчи стройкăсенче вăй хунă. Халĕ хĕрĕпе тăван ялĕнче пурăнать.

Пелагея Иванова вара Сăр /ăна ватă Мăн шыв тесе калать/ тăрăхĕнчи хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнчине аса илсен кинемин куçĕ шывланать. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан тăван хуçалăхра сысна ферминче тăрăшнă вăл. Халĕ тыл ĕçĕн ветеранĕ шăллĕн ывăлĕн çемйинче ватлăх кунĕсене ирттерет.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа — 76, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Пирĕн паттăр салтаксемпе тылри ĕçченсен ырми-канми ĕçне ялан асра тытасчĕ, вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таясчĕ.

 

Ю. АЛЕКСАНДРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика