АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕр-и е арăм-и?

05 мая 2021 г.

 

«Çăпатан — кантри, япалан йĕрки пур» тенĕ ваттисем. Шел, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине туллин упрама-хаклама-пăхăнма пĕлместпĕр. Çавăнпах нумайăшĕ манăçа тухса пырать. Чăваш культури чĕлхе çинче кăна тытăнса тăмасть-çке, тĕрри-эрешĕ те, вăййи-кулли те, юрри-ташши те пĕр тытăмра. Пĕр пайĕ тухса ÿксен урапа арканса каять.

 

— Пĕррехинче аннепе иксĕмĕр арчана çавăрттарма пуçларăмăр. Темскер япали туртса кăлартăм. Кăсăклантăм. «Хĕрарăмсем çыхаççĕ ăна», — терĕ çывăх çыннăм. Тытса пăхма пуçларăм та — анне вăрçса тăкрĕ. Хĕр ачан ăна çамки çине перĕнтерме те юрамасть иккен. Çак сăмах ĕмĕрлĕх асра çырăнса юлчĕ. Масмак çыхни «эпĕ хĕр мар» тенине пĕлтерет-мĕн. Чăваш халăхĕшĕн вара çакă калама\çук пысăк намăс шутланнă. Халĕ вара сцена çине хăйсем мĕн тăхăнса тухнине те ăнланмаççĕ хĕр ачасем, — «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕ йĕркеленĕ çавра сĕтелте хускатакан ыйту пушă вырăнта çуралманнине палăртрĕ кăларăм редакторĕ Маргарита Ильина.

Сăмах ахальтен çуралман. Ку ыйту чăннипех те çивĕч. Мĕнле пĕлетпĕр — çапла тăхăнатпăр паян. Чăваш халăхĕн тумтирĕ те, ăна епле тăхăнни те хăйне евĕр пĕлтерĕшлине пачах аса илместпĕр. Шăпах çак ыйтусене хускатма йĕркеленĕ те çавра сĕтеле. Унăн ячĕ те пĕлтерĕшлĕ — «Хĕр-и е арăм-и?»

— Сцена çине тухаççĕ, çи-пуçĕ те вырăнсăр, калаçăвĕ те «вараланчăк» пулса тухать чылайăшĕн. Анчах çакна юри тумаççĕ-çке, усал тĕллев пачах çук вĕсен. Пушшех те, хăйсен шухăшĕпе, чăвашлăха аталантараççĕ вĕсем. Çакна хаклама пĕлмелле. Паллах, чăваш çи-пуçне тăхăнма, тăван сăмахпа калаçма ăнтăлни те паха. Çамрăксем пархатарлă çак ĕçе тĕрĕс туччăр тесен — вĕсене çул кăтартса памалла. Çак калаçăва паян пуçласчĕ те — малалла та тăсасчĕ, — шухăшне палăртрĕ «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.

Тухья та вăхăтсăр тăхăнман

— Паянхи уявăн теми кăсăклă: хĕр е арăм? Чăннипех те, чăваш хĕрарăмĕн тумĕ хăйне евĕрлĕ. «Акă ман çине пăхăр та ыйтмасăрах пĕлме пултаратăр: кам эпĕ, мĕнле эпĕ, качча кайнă-и, миçе ача», — çаксене пурне те тумтир палăртать.

Хĕрарăм аркăллă кĕпе тăхăнса çÿренĕ. «Эпĕ качча кайрăм. Аркă çинче ача ÿстерме пултаратăп» тенине пĕлтернĕ çакă. Малтан шурă пиртен çĕленĕ пĕр аркăллă кĕпе тăхăннă. 40 çула çитсен тепĕр аркă çакма ирĕк пулнă унăн — çакă вăл ватлăх енне сулăннине пĕлтернĕ. Сайра-хутра виçĕ аркăллă кĕпе те çĕленĕ, пуянрах кинемейсем хăйсен ирĕкĕпе хатĕрленĕ ăна. Тухьяллă хĕр кĕпи аркăллă мар. Унăн вĕçне кăтрашкаллă тунă. Халĕ пĕчĕк хĕр ачасем те аркăллă кĕпе тăхăнса яраççĕ те, масмак çыхаççĕ те сцена çинче эх! çаврăнаççĕ кăна! Тĕрĕс мар çакă. Масмака хĕрарăм кăна çыхнă. Хĕрсен хăйсен çамка çакки пулнă. Çак икĕ хатĕр эрешĕпе уйрăлса тăрать.

Хĕрсен тата хĕрарăмсен тĕрри расна. Çын мĕн чухлĕ аталанса пырать — тĕрĕ те çавăн чухлĕ пуянланать. Халĕ артистсем сцена çине чаплă тумпа тухма ниçта кайса кĕмелле мар тăрăшаççĕ. Куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Çапла пулмалла та. Анчах виçине, йĕркине пĕлмелле. Хĕр ачасене хĕрарăм туса ямалла мар.

Тухья тенĕрен, миçе çула çитсен тăхăннă-ха ăна? Хĕр йышне кĕрсен — уйăх хушши килсен — çак хатĕре тăхăнма ирĕк панă. Качча кайсан хушпу тăхăнтартнă çамрăк арăма. Унăн тăрри уçă. Çакă хĕрарăма тĕнче уçлăхĕпе çыхăнма кирлĕ. Çÿлтен анакан вăй арăм пулма, ача çуратма, пепкисене ура çине тăратма, пурнăçа малалла аталантарма пулăшать.

Хушпăва кашни тăрăхра пурăнакан расна илемлетнĕ. Ăна амăшĕ хăйĕн хĕрне парнелесе хăварнă. Çапла ăруран ăрăва куçнă вăл, — Светлана Асамат сăвăç каласа кăтартнине вĕçĕмсĕр итлеме пулать-тĕр.

Пурте — тĕнче

курăмĕнче

— Ку е вăл тума мĕнле, хăçан тăхăнмалла, тĕрре хăш вырăна лартмалла — çакна пĕлмеççĕ халĕ. Ĕлĕк пур япалана та ăнланса, хăйĕн йĕркипе тунă. Несĕлĕмĕрсем çĕр тăваткал тесе шухăшланă. Шыв кайса пынă май ту тухать. Ун тăррине йывăç ÿсет, вăл çÿлелле кармашать, çÿлти тĕнчене хăпарать. Шăпах çакна Пурнăç йывăççи тетпĕр. Аялти тĕнчере те, çутă тĕнчере те пур ту. Ăна тăватă юпа тытса тăрать. Çи-пуçа тĕрĕс хатĕрлес тесен пĕтĕмпех тĕнче курăмĕнчен илмелле, кĕпене мĕнле çĕлемелли те куç умне тухса тăрать, — чăваш курăмĕнчи çĕре ÿкернĕ хута çурмалла хуçлатса кăтартрĕ Культура институчĕн халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи Раиса Васильева.

— Чăваш халăхĕ чăннипех те ăслă. Эпир шухăшласа кăларман ку япалана. Николай Балтаевпа çаксене питĕ вăйлă тĕпчетпĕр. Халăх пултарулăх кафедри ку тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать. Тĕрлеме пуçлать-и, çĕлет-и, пуç хатĕрĕ тăвать-и, кăкăр умĕ ăсталать-и — пурне те тĕнчерен илет чăваш. Калăпăр, ĕлĕк шÿлкемене те виçĕ пайран тунă, мĕншĕн тесен виçĕ тĕнче. Юмахра та палăрать çакă: ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр тĕнче пулать. Е урăхла пур япалана та Пурнăç йывăççипе танлаштарма май пур. Акă алă айĕнчи хушпăвах илер-ха: хыçалта усăнса тăракан пайĕн вĕçĕ — тымар. Çут пурнăç — йывăç вулли. Пуçа тăхăнакан пайĕ — çÿлти тĕнче. Унăн тăррине, чăнах та, шăтăк тунă, хупламан. Çакă хăйне май патша майрин кăшăлне аса илтерет. Хĕрарăма ĕлĕк ачисем шăпах ун вырăнне хунă. Хисеплесе тăнă. Пуçĕ çинчи кĕмĕл çăлтăрсемпе хаклă чулсем те хĕрарăм хисепне, мухтавне палăртнă. Ача чухнехинчен ас тăватăп: ватă-ватă асаннесем кĕмĕл, пăхăр сулăсем çакса çÿретчĕç. Вĕсем чăннипех те паха пулнă, хĕрарăм хисепне палăртнă. Халĕ пирĕн ачасем амăшĕпе тавлашма та, хирĕç кăшкăрма та, вăрçса тăкма та пултараççĕ, — тумтир пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатнă май питех те пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ Раиса Михайловна.

— Тухья тăхăнни «хальлĕхе симĕс-ха, пиçмен» тенине пĕлтерет. Каланине тепре çирĕплетĕпĕр: пĕтĕм япалана тĕнче курăмĕпе тунă. Тухьяна та. Çÿлти пайĕ — пуласси, варри — хальхи пурнăç, усăнса тăракан ярапасем — иртни.

Кĕпе пирки калаçас-тăк, кĕскĕ куратпăр. Хĕрарăмсен кăкăрне сыхлакан тĕрĕ пулса тăнă вăл. Ăна иккĕ те, тăваттă та тĕрленĕ. Пуянраххисем 6 та лартнă. Ача ĕмĕртекен вырăна упраса тăнă вăл. Эппин, ку тĕрре пĕтĕм çыннăн лартма юрамасть пулса тухать. Хĕрсен те. Сцена çине тухмалли тум хатĕрленĕ май халĕ пурте усă кураççĕ ку эрешпе. Кăкăр çине кăна мар, шăлавар çине те лартаççĕ. Кун пек тума пачах юрамасть! Хĕрсем ăна кĕпе çине нихăçан та лартман! Тăват кĕтеслĕхпе çеç илемлетнĕ. Пушкăрта кайсан Николай Балтаев ăна «пуш тĕрĕ» тенине илтнĕ. Хĕр ачасен палли ку. Эппин, çакă кăкăр çитĕнменнине, вăл пушă иккенне палăртать, — терĕ педагогика наукисен кандидачĕ.

Ăрусен çыхăнăвне çухатас мар тесе хĕрарăмсем саппун кантри çумне çакса çÿрекен енчĕке тĕкĕрпе, вак укçапа юнашарах ачисен типĕтнĕ кăвапине те чиксе çÿренĕ иккен. Çакна та асăнмасăр хăвармарĕ Раиса Васильева.

— Хĕр ачасене тĕрĕс ĕçлеме вĕрентес тесе тăрăшатпăр. Тухьяна та тĕрĕс тума пĕлмелле. Хушпăва та пĕлсе ăсталамалла. Ăна кашни этноушкăн хăйне май тăвать. Анатри чăвашсен кăна миçе тĕрлĕ вăл, — Халăх пултарулăх кафедри çамрăксене вĕрентес ĕçре пысăк ĕç туни тавра калаçрĕ Зинаида Воронова ăста.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хăш-пĕр клубра пĕр тум кăна пуртан ăна ваттисем те, çамрăксем те тĕлли-паллисĕр тăхăнни тавра та пăшăрхануллă калаçу пуçарчĕ.

— Йăла-йĕркене хисеплемесен эпир хамăра çухатса пĕтеретпĕр. Хĕр-хĕрарăм пĕр статусра пулни тĕнче умĕнче намăслантарать, — терĕ Зинаида Ивановна.

Саппуна çакма пĕлмелле

— Чăваш мĕн авалтанпа çут çанталăк саккунĕпе пĕр кĕвĕллĕ пурăннă. Мĕн пур тавра курăмĕ, япали, эрешĕ — пурте çут çанталăкпа çыхăнса пырать. «Тăхăрьял» кĕнекене аса илĕр-ха: тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чухне те уйăха, хĕвеле пăхнă.

Специализаци «чăваш фольклористики» пулнă май ялсем тăрăх чăваш сăмахлăхне çырса çÿренĕ эпир. «Шупашкарта пурăнатăр, тархасшăн, кайса калăр-ха, хĕрарăм кĕписене мĕншĕн хĕрсем тăхăнаççĕ, хĕрсен кĕпине тăхăннă хĕрарăмсем сцена çине хăпараççĕ-ха тата», — ватăсем макăрсах тенĕ пек çапла калани пуçра çырăнса юлнă. Çавăнпах паян тĕнче тетелĕнче те çакнашкал материалсем тĕлне пулсан чарăнмасăр иртейместĕп.

Пĕррехинче куç тĕлне тухья тăхăннă хĕрарăм сăн ÿкерчĕкĕ пулчĕ: унăн тăррине тĕксĕм шăрçасемпе тунă вăл. Варрине мĕнле килнĕ — çапла капăрлатнă, кăштах эрешĕсем пур, анчах çыхăнуллă мар вĕсем. Пире вĕрентни асра: çÿлти çутă пулмалла, варри кăшт тĕксĕмрех, яраписем тĕттĕм кирлĕ. 50-ран иртнĕ хĕрарăмран ыйтмасăр тÿсеймерĕм: тухья мĕншĕн тĕксĕм, çав çула çитнĕ хĕрарăм мĕн тесе тăхăннă ăна, вăтанмасăрах интернета кăларса хунă тата? «Хамăн шăрçа. Мĕнле тăвас килет — çапла хатĕрлетĕп. Манăн алă ĕçĕ ку. Эсир мĕншĕн вĕрентетĕр?» — хăйне хÿтĕлерĕ хĕрарăм.

Тухья айĕнчен пичĕсене хитрелетме сурпан çыхакан та пур тата. Сурпан — хĕрарăм япали, тухья — хĕрсен. Çак икĕ хатĕр пĕр-пĕринпе ниепле те килĕшсе тăмаççĕ-çке.

Пуç хатĕрĕ кăна мар, саппун та уйрăлса тăрать. Хĕр саппунĕ пилĕкрен çыхăнать. Кăкăр умĕлли — хĕрарăмсен. Хĕр ачасем вуçех те пиçиххипе кăна тыттарнă кĕпине. Ăна епле çыхассине те пăхăннă чăваш. Халĕ, паллах, кам мĕнле пĕлет — çапла тăвать. Анчах йĕрки пур. 95 çул пурăннă кукамай калани асрах. Пиçиххи вĕçĕ сулахайра пулмалла: çакă чĕрĕ çын тенине пĕлтерет. Сылтăма вилесене çыхса янă. Çаксене кукамай хытă шаккаса вĕрентетчĕ. Вăрçса тăнă. Çыхассин те йĕрки пур. Çÿлтен явса илсен — чĕрĕ çын çыххи. Аялтан çавăрса кăларсан — виле çыххи пулать. Масар çине асăнма илсе каякан савăта тутăрпа чĕркенĕ чухне те аялтан çавăрса илсе çыхмалла, — Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ Антонина Андреева та халăх йăли-йĕркипе нумай кăсăкланать, хăй пĕлнине ыттисене каласа кăтартма ăнтăлать.

Пуçламăшĕ пултăр

Çавра сĕтеле хутшăннă Роза Степанова юрăçпа Раиса Сарпи сăвăç та хăйсен шухăшне пĕлтерме васкарĕç. Тĕрлĕ çĕрте пулса кураканскерсем чăваш тĕрри-эрешĕ ытти халăхшăн кăсăклине каларĕç.

— Нумай çул культура тытăмĕнче ĕçленĕрен сцена çине тухакансене кăштах хÿтĕлес те килет. Фольклор ушкăнне ытларах ялта пурăнакансем çÿреççĕ. Вĕсем кукамай-асанне арчинче мĕн тупнине тăхăнаççĕ. Паянхи пек мероприятисене культура тытăмĕнче вăй хуракансене чĕнмелле. Халăх çи-пуçне еплерех тĕрĕс тăхăнмаллине пĕлччĕр вĕсем, — сăмах илчĕ «Хыпар» издательство çурчĕн рекаламăпа çырăнтару пайĕн ертÿçи Алина Петрова.

Кунашкал çавра сĕтелсем, тĕл пулусем татах та ирттермелли шухăша пурте ырласа йышăнчĕç. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа Чăваш наци конгресĕ, Чăваш патшалăх культура институчĕ йĕркеленĕ мероприяти çăл куç вырăнне пултăр. Çăл çумне çăл хутшăнса пысăк юхан шыва çаврăнтăр.

 

Т. НАУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика