АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терт-нушара иртнĕ çамрăклăх

06 мая 2021 г.

 

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен вăрттăнлăхра упранă докуменчĕсене уçăмлатса ентешсен хастарлăхне кăтартни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Манăн паян Сурăмхĕрри ялĕнче пурăнакан Евдокия Петрова /Федорова/ ĕç тата тыл ветеранĕ çинчен каласа кăтартас килет. Вăл 1926 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Васнар ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе-амăшĕ — Ефимпа Анастасия Федотовсем — ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрса тăнă. Çемьере 6 ача çитĕннĕ: 3 хĕрпе 3 ывăл. Елюк /çапла чĕннĕ ăна ялта/ — пиллĕкмĕш. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вун пиллĕкре пулнă вăл.

Сакăр класс вĕренсе пĕтерсен ытти ачасемпе пĕрле шкула çÿреме пăрахнă. Вăй питти виçĕ пиччĕшĕ вăрçа тухса кайнă. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшманпа çапăçса пуç хунă вĕсем. Киле юлнисем фронта пулăшас, Çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕр ĕçрен те юлман. Елюк та амăшĕпе пĕрле колхозра ыттисемпе танах вăй хунă. Хиртен киле кĕмесĕр ĕçлени те сахал мар пулнă. Каçсерен фронт валли алсиш-нуски çыхнă, кĕнчеле арланă, пир тĕртнĕ.

1941 çулхи юпа уйăхĕнче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисем тума пуçланă. Евдокия Петрова каласа панă тăрăх, ашшĕне Ефим Федотовича Тăвай районĕнчи Пуянкасси тăрăхне окоп чавма илсе кайнă. Тумтир çÿхе, урара тăла-çăпата. Япăх çитернĕ. Килтен илсе кайнă апат-çимĕç нумая пыман. Çĕр шăниччен, сивĕтиччен ĕç йывăрлăхĕ ытлах сисĕнмен. Шартлама сивĕсем пуçлансан вара… Тимĕр евĕр шăнса хытнă çĕре лумпа, кувалтăпа катнă-ватнă. Кун каçа пуç çĕклемесĕр ĕçленĕ. Чи йывăрри вара раштавпа кăрлач сиввисен вăхăтĕнче пулнă. 380 çухрăм çĕр чавасси калама çук пысăк ĕç шутланнă. Пуринчен ытла шăм-шака сивĕ хуçнă. Хаяр çил тумтир, ÿт-тир витĕр тухнă, сулăнтарса янă. Çăмăл мар ĕç тата выçăпа антăхни сывлăха хавшатнă. Алăри ĕç хатĕрĕ йывăрлансах пынă. Ир пуçласа тĕттĕмленичченех çапла асапланма тивнĕ. Йывăр пулсан та, чăтнă. «Хăçан алăсене лăшт усса ларса курăпăр-ши?» — тенĕ хÿтĕлев чиккине тăвакансем.

Тепĕр çул çулла Евдокия та Пуянкасси ялĕ çывăхне çитнĕ. Темĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивнĕ. Арçын вырăнĕнче тар тăкнă. Унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлнă тапхăр — Иваново тăрăхĕнче торф кăларни. Хĕрсен йышĕнче чи çамрăкки пулнă вăл. Çитсенех йывăç барака вырнаçтарнă. Урасене тăхăнма бахилка панă. Торф шурлăхлă вырăнта выртать. Çиелти сийне илсен аялта шыв юлать. Канав чавса ăна юхтарнă. Шывĕ сарă тĕслĕ. Типнĕ торфа трактор-фрезапа каснă. Ăна урапа çине тиесе тепĕр çĕре илсе кайса купаланă. Унтан волокушкăсем çине хурса хăма тăрăх çÿлелле хăпартнă. Типĕскерне карçынккапа çĕклесе шаршан тунă. Каярах çип заводне пуйăспа ăсатнă.

Канма ларсан пуçри пыйтă-шăркана тасатнă. Выçлăх — чи хăрушши. Пĕр татăк тăм пек хытă çăкăра пĕрре ларсах çисе янă. Ирпе сĕлĕ пăтти, кăнтăрла — вĕлтрен яшки. Хырăм хытă выçнăран уйри сĕлĕ вăррине сăптăрса çинĕ. Юр çăвиччен тар тăкнă. «Çак тăрăхра тăватă çул нушаланни чĕререн тухмасть. Эпĕ курнă йывăрлăха йытă та ан куртăр», — тет Евдокия Ефимовна.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăнсан Вăрнар, Буинск, Кире, Çарăкли, Йĕпреç тăрăхĕсенче вăрман каснă. Шартлама сивве пăхмасăрах уйăрса панă квартала васканă. Каснă йывăçсене лашапа турттарнă, сыпăласа штабеле купаланă. Хырăм выçă пулсан та, кун каçа çын пуçне 3 фесметр вутă хатĕрленĕ. Лашасене те йывăр килнĕ. Путакан юр тăрăх янаварсем 3 пĕрене хурса сĕтĕрнĕ. Çавна пула вĕсем тарласа шап-шур кăпăка ÿкнĕ. Вилнĕ лашасене вăрмантах пытарнă. Барака нормăна /2 тăваткал метр/ тултармасăр кĕртмен. Темĕн чухлĕ ĕçлесен те пÿрт-çурта, шкулсене ăшăтма вутă çитмен.

Пĕве кĕмен хĕрсене тĕнче тăрăх нуша курса çÿреме чылай тивнĕ çав. Çул юсама Трак, Йĕпрем, Кÿлçырма ялĕсене çитнĕ. Етĕрне тăрăхĕнчи Сăрьелĕнчи пĕр килте икĕ эрне пурăннă. Кунта наçилккапа чул, хăйăр, тăпра йăтнă. Кунĕпе йывăр ĕçленĕрен алăсем ыратакан пулнă.

Çакăн пек асаплă вăхăта ниепле те манаймасть кинеми. Евдокия Петрова йывăрлăхсем умĕнче пуç усманнинчен тата хальхи вăхăтра та ĕçсĕр ларманнинчен тĕлĕнтĕм. Ара, çулĕсене пăхмасăр çуллахи вăхăтра пĕр йăрана та çумламасăр хăвармасть. «Хурлăх пĕтсен телейĕ пуçланать», — теççĕ ваттисем. Эппин, çак вăхăт çитрĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăннă салтакпа Капитон Петровпа çемье çавăрса 6 ача пăхса ÿстернĕ. Татуллă пурăнса вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Юратнă çĕршывшăн, халăхшăн тăрăшнă хастарсене асрах тытасчĕ. Эпĕ Елюк кинемине таса сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Инкек-синкек сирĕнтен аякра тăтăр.

 

Г. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика