06 мая 2021 г.
Манăн аллăмра 1975 çулта тунă сăн ÿкерчĕк. Унта Пикшик тăрăхĕнчи ялсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Çĕнтерÿпе таврăннă, каярах мирлĕ ĕçре пиçĕхнĕ салтаксем сăнланнă.
Вĕсем ун чухне Çĕнтерÿ 30 çул тултарнине паллă тума пуçтарăннă. Пирĕн çине 51 ентеш-фронтовик тинкерет. Паттăрсемпе пĕрле çав вăхăтри «Большевик» хуçалăх ертÿçи Федор Семенов, парти комитечĕн секретарĕ Вячеслав Гаврилов тата уява пуçтарăннă ял-йыш сăнланнă.
Çав юнлă вăрçă пачах та çăмăл пулмарĕ. Хаяр тытăçусен пуçламăшĕнче тăшман техника енĕпе те, салтаксен йышĕпе те пирĕнтен темиçе хут вăйлăрах пулнă. Чикĕ урлă каçсанах нимĕç çарĕсем мăнаçлă Совет Союзĕн ялĕ-хулине çĕмĕрсе-çунтарса малалла талпăннă. Вăрçă пушарĕ хĕвел тухăçнелле сарăлса, хăрушлăх кунран-кун ÿссе пынă.
Юратнă çĕршыва хÿтĕлеме Пикшик тăрăхĕнчен вăй питти 398 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 242-шĕ паянхи янкăр тÿпешĕн, хальхи мирлĕ пурнăçшăн яланлăхах вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Нумайăшĕ çемье çавăрса телейпе юрату туйăмне пĕлмесĕрех пурнăçран уйрăлнă.
1941-1945 çулсенче кашни хуçалăхран тенĕ пекех фронта тухса кайнă. Çемьерен виçĕ е тăватă пĕр тăван ирсĕр нимĕçпе çапăçса пуç хунă тĕслĕх те сахал мар. Акă, Шупуçĕнчи Алексей, Александр, Николай тата Михаил Петровсем, Туканашри Иван, Данил, Василий тата Георгий Никифоровсем, Çĕньял Шетмĕри Захар, Егор, Алексей Михайловсем çамрăклах куçĕсене хупнă.
Пикшикри ФАП заведующийĕ Роза Сергеева каласа панăччĕ: «Аттене, Константин Иванова, 1938 çулта çара илнĕ, киле таврăнас умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Карели фронтĕнче отделени командирĕ пулса тăшманпа çапăçнă вăл. Пĕр хаяр çапăçура çывăхра снаряд çурăлнипе аманнă, тăнне çухатнă, нимĕçсен аллине тыткăна лекнĕ. Чăн-чăн тамăкра пурăннă хаклă çыннăм, шахтăра ĕçленĕ. Выçăран йĕм пиçиххине çинĕ. Пĕррехинче çĕр айĕнче пухăннă газ сирпĕннипе аттепе пĕрле ĕçленисем пурте тенĕ пекех вилнĕ. Турри пулнă аттен, алли çеç хытă аманса юлнă. Тăван килне вилни çинчен икĕ хутчен те хут килнĕ. Чунĕ хурланнă чухне ачисене тыткăнри хăрушă та тискер самантсем çинчен каласа паратчĕ. «Çапăçури паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ вăл».
«Атте, Егор Спиридонов, хаяр вăрçă хирĕнче водитель пулса нимĕçсемпе çапăçнă. Машина тавра тăтăшах снарядсем çурăлнине пăхмасăр малти линире çапăçакансем патне снаряд, патрон турттарнă. Каялла йывăр аманнă салтаксемпе командирсене илсе тухнă. Тепĕр чухне алла пăшал тытса çапăçăва кĕме те тивнĕ», — тесе каласа парать Пикшик ялĕнче пурăнакан ывăлĕ Всеволод Спиридонов. Рейхстаг патĕнчи çапăçусене те хутшăнма тÿр килнĕ Егора. Тăван тăрăха 1945 çул вĕçĕнче çеç таврăннă. Паттăр салтак кăкăрне «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден, «Паттăрлăхшăн», «Варшавăна илнĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсем илемлетнĕ.
«Аркадий Семенов фронта 1943 çулхи чÿкĕн 8-мĕшĕнче тухса кайнă. Ун чухне 17 çулта çеç пулнă вăл. Çыхăнуçăсене хатĕрлекен курса пĕтернĕ хыççăн ентешĕм 3-мĕш Беларуç фрончĕн стрелоксен 269-мĕш дивизийĕн 1018-мĕш полкĕн йышĕнче нимĕçсемпе çапăçма пуçланă. Орш хули патĕнчи тытăçусенче йывăр аманнă. Пĕр талăка яхăн çапăçу хирĕнче юн юхтарса выртнă. Телее, санитарсем тупнă ăна. Аркадий çулталăка яхăн Могилев хулинчи госпитальте сипленнĕ.
Ури сывалса çитейменрен Семенов рядовоя 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче киле янă. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн вăл I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Паттăрлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан та ĕçсĕр ларман фронтовик, колхоз садне вырнаçнă», — каласа парать Пикшикри кану çурчĕн ертÿçи Лидия Иванова.
«Çăмăл пулмарĕ пирĕн çамрăклăх. Нумайăшĕ вут-хĕмре пуç хучĕ. Эпир те, чĕрĕ юлнисем, вăхăтсăрах шуралтăмăр. Апла пулин те пуçа усма сăлтав тупман. Эпир Тăван çĕршыва, тĕнчене фашизмран çăлса хăвартăмăр — пысăк ĕç турăмăр. Çакăнтан ырă ĕç тата мĕн пултăр», — тетчĕ уяв кунĕсенче вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă Иван Павлов.
Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарать, пурнăç малаллах шăвать. Халăх — вилĕмсĕр. Сăн ÿкерчĕкри ентеш-фронтовиксем пурте пирĕнтен уйрăлса кайрĕç ĕнтĕ. Анчах вĕсен ячĕ, паттăрлăхĕ вилĕмсĕр, яланах пирĕн чĕресенче.
Килес ăру, пирĕн ачамăрсен ачисем лăпкă, кăвак тÿпери çутă çăлтăрсене юратса сăначчăр, нимĕнле хура пĕлĕт те вĕсен телейлĕ пурнăçне ан хуплатăр.
Лев СОЛОВЬЕВ.